Экстремизмшăн айăпланă

31 Çурла, 2015

Судăн Улатăр хулинче пурăнакан Александр Ситников тĕлĕшпе палăртнă приговорĕ вăя кĕнĕ. ЧР Аслă сучĕ унăн хÿтĕлекенĕ çырнă апелляци çăхавне тата Чăваш Ен прокуратурин представленине пăхса тухнă хыççăн Улатăр районĕн сучĕн приговорне улăштармасăр хăварнă.

Вырăнти суд Ситникова УК 280 статйин 2-мĕш пайĕпе /экстремистла ĕçсем пуçарма чĕнни/ айăпласа кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнче приговор палăртнăччĕ. Судăн пĕрремĕш инстанцийĕн йышăнăвĕпе ăна çулталăк çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннăччĕ.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - Александр Интернетри "ВКонтакте" социаллă сетьри пысăк ушкăнсенчен пĕрин администраторĕн правипе усă курнă май общствăшăн хăрушă ĕç тунă. Кавказран, Кавказ леш енчен тата Вăтам Азирен тухнисен прависемпе ирĕкне пăснă, Интернетпа усă курса экстремистла ĕçсем пуçарма чĕннĕ. Унта вырнаçтарнă материалсенче хăйĕнпе пĕрлешме, асăннă регионсенчен килнĕ çынсене тапăнма, хĕнеме сĕннĕ, вĕсене кÿрентермелле, чысне вараламалла сăмахсем çырнă.

Следстви вăхăтĕнче Ситников хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Унăн ĕçне уйрăм йĕркепе пăхса тухнă.

К.НИКОЛАЕВ

Рубрика: 
Автор: