Экологи хăрушсăрлăхĕ - тĕп вырăнта

4 Кăрлач, 2017

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Органика химийĕпе технологисен патшалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн филиалĕн директорĕпе Петр Цыхмайструкпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Предприяти ертÿçи Михаил Васильевича 2016 çулта тума палăртнă ĕçсене туллин пурнăçланине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра филиал фередацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн хăй вăхăтĕнче хими хĕç-пăшалĕ туса кăларнă объекта тĕп тăвас енĕпе ĕçлет. Михаил Игнатьев мĕн пур ĕçе экологи хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнса тумаллине аса илтернĕ, республикăра ку енĕпе яланах тимлĕ пулнине палăртнă.