Эх, çав кĕвĕçÿ!

Вăрнар район арçынни кĕвĕçсе арăмне хĕненĕшĕн, кÿршине вĕлернĕшĕн явап тытĕ.

Суд палăртнă тăрăх, 45 çулти арçын мăшăрне пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 2-мĕшĕчченех асаплантарнă. Çакăншăн явап тытасран та хăраман. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче вара кÿрши патĕнче хăналаннă. Самаях хĕрсен хирĕçме пуçланă. Пĕтĕм сăлтавĕ те — арăмне кĕвĕçнинче. Сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса илсе кÿршине хырăмĕнчен, мăйĕнчен чикнĕ. Чăмăрĕпе те хĕненĕ. Юн нумай çухатнăскер кĕске вăхăтранах вилнĕ.

Республика прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, арçын хăйĕн айăпне йышăнман. Арăмне пĕр хутчен çеç хĕненине каланă вăл. Кÿршине те вĕлермен-мĕн. Тÿрех полицие пынине те «аптăраса ÿкнипе ним тума пĕлменрен» тесе ăнлантарма тапратнă.

Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.