Ĕçтешсен киоскĕнче «Хыпар» та пулĕ

Шупашкарти «Модăсен çурчĕ» умĕнче «Советская Чувашия» хаçатăн мини-маркетне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ку вырăна ахальтен суйламан: хула варри, халăх йышлă çÿрет, троллейбуспа автобус чарăнать.

Кондиционерлă, Интернет çыхăнуллă, Раççей Федерацийĕнче тата регионта пичетленекен йышлă кăларăм сутакан çĕнĕ павильонпа ЧР информполитикин тата финанс министрĕсем Валентина Андреевăпа Светлана Енилина, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, хаçат вулакансем паллашнă. Асăннă павильонта хаçат туянма, ăна йÿнĕрех хакпа çырăнса илме, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлеме, карас телефонĕ çине укçа куçарттарма, ксерокопи тума, кофе ĕçме те пулать. Çав вăхăтрах тавар туяннăшăн банк карточки урлă та тÿлеме май пур. Ку павильон ытти киоскран пысăкрах калăпăшлă пулнипе уйрăлса тăрать. Кунта 1000 тĕрлĕ хаçат-журналпа 300 яхăн кĕнеке вырнаçать. Сăмах май, ĕçтешсен киоскĕнче «Хыпар» та пулĕ. Модăсен çурчĕ патĕнчи мини-маркетра пĕрремĕш пулнисем тÿлевсĕр кофе ĕçнĕ, «Советская Чувашия» хаçата йÿнĕрех хакпа çырăннă.

Р.ГРОМОВА.

Р.ГРОМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.