Ĕçтешĕмĕрсене паян савăнăçлă лару-тăрура чысланă

5 Раштав, 2018

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче юристсем професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинчи Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви савăнăçлă мероприяти йĕркелерĕ. Юстици тытăмĕнче вăй хуракансене саламлама ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сумлă ытти хăна пухăнчĕ.
— , — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕ йĕркеленĕ «Чăваш Республикинчи юридици тÿлевсĕр чи лайăх пулăшăвĕ» юридици премийĕн лауреачĕсене те шăпах çак уявра чысларĕç. Кăçал халăха пулăшас тĕлĕшпе ĕçленĕ чи лайăх адвокатпа /ЧР Адвокат палатин адвокачĕ Наталия Петрова/, нотариуспа /Вероника Кузьмина, Йĕпреç районĕ/, Халăха социаллă пулăшу паракан центрăн чи лайăх ĕçченĕпе /Нина Малянова, Çĕмĕрле/ пĕрлех халăха право тĕлĕшĕнчен çутта кăларас тĕлĕшпе пархатарлă ĕçлекенсене /Андрей Синичкин, Шупашкарти Коопераци институчĕн криминологипе право хуралĕсен кафедрин доценчĕ тата И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици клиники/ те чысларĕç.

Конкурс лауреачĕсен йышĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ те пуррине эпир маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ĕçтешĕмĕрсене паян савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Вĕсене массăллă информаци хатĕрĕнче халăха право пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунăшăн палăртнă. 

www.hypar.ru

Комментари хушас