Ĕçлĕ климат регион пуçлăхĕнчен нумай килет

18 Юпа, 2016

«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев — регион хăйĕн предпринимателĕсемпе хăватлă пулнине ăнланакан ертÿçĕн лайăх тĕслĕхĕ», — тенĕ «Ĕçлĕ Раççей» президенчĕ Алексей Репик Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн XII съезчĕн мероприятийĕсен вăхăтĕнче.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра ĕçлĕ командировкăра пулнă май «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн съездне, çак организацие туса хунăранпа 15 çул çитнине ха-лалланăскере, хутшăннă. Съездра экономикăпа çыхăннă кун йĕркин ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ. Сћездăн пĕрлехи ларăвне РФ Президенчĕ Владимир Путин хутшăнать.

«Ĕçлĕ Раççей» президенчĕ, «Р-Фарм» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн предсе-дателĕ, РФ Общество палатин инвестици климачĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн пред-седателĕ Алексей Репик Чăваш наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем республикăри ин-вестици климачĕ пирки ыйтнине хуравланă май регионсен инвестици рейтингне ĕçлĕ климата лайăхлатассипе çыхăннă тăрăшулăх та витĕм кÿни çинчен каланă. «Çак ĕçе субъект пуçлăхĕн команди тума тивĕç. Ăçта çав команда ĕçлеме пултарать, субъект пуçлăхĕ бизнес аталанăвне тĕпе хурать — унта лайăх кăтартусем пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев — ре-гион хăйĕн вăйлă предпринимателĕсемпе хăватлă пулнине ăнланакан ертÿçĕн лайăх тĕслĕхĕ», — тенĕ вăл.

Çакна палăртар: 2016 çулта Регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Республики федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне çĕкленнĕ.

Çĕнĕ проектсене пурнăçлама пулăшакан стратеги пуçарăвĕсен агентствин генеральнăй директорĕ Андрей Никитин инвестици рейтингне регионта ĕçлекен предпринимательсем йĕрке-ленине палăртнă. «Ку — АСИ хаклавĕ мар, Чăваш Енре ĕçлекен предпринимательсен хаклавĕ. Эп-пин, вĕсем влаç тĕрĕс çулпа утнине ĕненеççĕ. Кунта субъект пуçлăхĕн пĕлтерĕшĕ пысăкки куçкĕрет, мĕншĕн тесен вăл — влаçăн регионти сăнне, тĕллевĕсене, стратеги ыйтăвĕсене йĕр-келекен çын. Çавăнпа та инвестклимат хаклавĕ — предпринимательсем кĕпĕрнаттăр хăйсемпе ĕçленине, унăн региона аталантармалли шухăшĕсене хаклани те», — тенĕ вăл. Андрей Никитин Чăваш Енри ĕçлĕ климата пысăк хак панă: «Чăваш Енри бизнеспа влаç хушшинчи тÿрĕ диалог упранса юлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕп ыйтусемпе малашлăха эпир палăртаймастпăр, бизнесменсем хăйсем палăртма тивĕç. Халĕ пĕтĕм çĕршыва калаçтаракан пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту — экспорт. Иккĕленместĕп: пирĕн вăтам кашни бизнесăн хăйĕн продукцине тулашри рынока ăсатасси, çапла майпа ĕçлесе илесси пирки шухăшламалла. Регион влаçĕн вара çавнашкал экспортерсене пулăшмалла».

«Ĕçлĕ Раççей» съездĕнче «Искусство шайĕнчи бизнес» курав иртет. Унăн йĕркелÿçисем куравăн тĕп тĕллевне бизнес-пĕрлĕх паянхи Раççей искусствине асăрхассинче, художниксем Раççейри предпринимательлĕх аталанăвне тĕрлĕ жанрта мĕнлерех сăнланине кăтартассинче кураççĕ. Курав — бизнеспа искусство тĕл пулмалли вырăн.

Д.ВОЛКОВ