Ĕç укçин парăмĕ —146 миллион тенкĕ

22 Пуш, 2019

«Лару-тăру йывăрланать, парăмсем пысăкланаççĕ…» — çапла каласа пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра та туллин тÿлес ыйтусемпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн паян иртнĕ ларăвне.

Унăн сăмахĕсене Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăри 51 организацин 2,6 пин ытла çын умĕнчи шалу парăмĕ 146 миллион тенкĕрен иртнĕ. Çак парăмăн çурри — панкрут-предприятисен тÿпи. Пысăк парăмсем — Улатăрти пĕчĕк температурăллă холодильниксен завочĕн, Шупашкарти 1-мĕш типографин, Чăвашавтотрансăн. Юлашкинчен асăннин парăмĕ татах пысăкланас хăрушлăх та пур.

Ларура панкрутлăх процедуринчи предприятисен конкурс управляющийĕсене итлерĕç. Вĕсенчен хăшĕсем тĕлĕшпе ыйтусем пур: предприятисен пурлăхне сутса çынсен умĕнчи парăма татма васкамаççĕ. Çавна май Василий Пословский прокурор та унашкаллисене прокуратура енчен витĕм кÿме шантарчĕ. Кирлĕ тĕк яваплăха туйманнисене дисквалифакацилеме те пулать — прокуратурăн унашкал опыт пур.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев Патшалăх ĕçлев инспекцине çынсен интересĕсене хÿтĕлес енĕпе хастартарах пулма сунчĕ, ĕç укçин ыйтăвĕ çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине кура парăмсене чакарас енĕпе тивĕçлĕ тытăмсен алла-алăн ĕçлемелли пирки каларĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас