Ĕç çыннине сума суса

2 Нарăс, 2016

Ĕнер Чăваш наци библиотекин отрасль литературин пайĕнче «Ĕç çыннине сума сăватпăр!» курав уçăлнă. Выставкăн тĕп тĕллевĕ - çамрăксене рабочи специальноçĕсене суйлама хавхалантарасси.

Кунта токарь, литейщик, маляр, электрогазосварщик, монтажник, механик, слесарь, çĕвĕç, парикмахер, пекарь, кондитер тата ытти професси çинчен çырнă кĕнекесемпе, хаçатсемпе журналсенчи статьясемпе паллашма пулать. Сăмахран, А.Жуковăн «Сварщик от бога» тата Ю.Тележонковăн «Монтажник - чăн-чăн арçынсен профессийĕ» статйисем - хăйсен ĕçĕнче палăрнă чи лайăх специалистсем çинчен. Пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума ĕмĕтленекен çамрăкăн карьера картлашкине училище-техникумранах пуçлани аван. Дипломлă пулни кăна çителĕксĕр, чи малтан професси ăсталăхне туптамалла. Рабочи специальноçĕсем яланах кирлĕ. Асăннă курав нарăсăн 26-мĕшĕчченех ĕçлĕ.

Рубрика: