Донорсем çамрăксен йышĕнче те хастар
6 Dec, 2018 | Сывлăх | донорсем

Чÿк уйăхĕнче республикăра «Чăваш Ен юн донорĕсем» проектпа килĕшÿллĕн «Хастар донор» конкурс иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин çамрăксен «Студканаш» организацийĕпе Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин Юн илекен станцийĕ йĕркеленĕ.

Конкурса 2018 çулта 3 хутран кая мар донор пулнă 18-35 çулти пуçаруллă çамрăксем хутшăнма пултарнă.

Çак кунсенче комисси конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмпе 10 лауреата палăртнă. Вĕсен хушшинче нумай балл пухса çамрăк хисеплĕ донорсенчен ирттернисем те пур. Мала тухнисене Ырă тăвакансен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче Юн паракансен станцийĕнче чысланă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас