«Динамика» тăнăçлă аталанасшăн
6 Jan, 2017

«Динамика» тăнăçлă аталанасшăнЧăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Динамика» ăслăлăх-производство предприятийĕн директорĕпе Владимир Димитриевпа тĕлпулнă, иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллашнă.

Владимир Димитриев каланă тăрăх, 2016 çулхи 11 уйăхра предприяти тупăшĕ 23 процент ытларах пулнă, ĕçлекенсен шучĕ 27 процент ÿснĕ. Паян кунта 320 çын ĕçлет, виçĕ çул каялла вара коллективра 200 çын шутланнă. Ĕç укçин вăтам шайĕ те ÿснĕ: хальхи вăхăтра вăл 35 пин тенкĕрен иртет.

Саккассем пуррине кура, уяв кунĕсем пынине пăхмасăр, предприяти хăшпĕр участокĕсенче ĕçе кăрлачăн 3-мĕшĕнчех пуçăннă.

Михаил Игнатьев «Динамика» пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртнă. Предприяти модернизации валли чылай укçа уйăрнине, техникăна çĕнетсех тăнине ырласа йышăннă.

Владимир Димитриев хăй ертсе пыракан наука-производство обществи малашне çĕнĕ продукци кăларма тытăнас, номенклатурăна пуянлатас тĕллевлине палăртнă. Сăмах май, «Динамика» электроэнергетика валли тĕрлĕ оборудование тĕрĕслемелли хатĕрсем туса кăларать. Хальхи вăхăтра кунта янтăлакан 40 пине яхăн тĕрлĕ хатĕрпе Раççейри, чикĕ леш енчи 4800 предприятире усă кураççĕ.

Анна КУПРИЯНОВА.