Диктант тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ

22 Ака, 2016

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче вырăсла диктант çырчĕ. Новосибирск хулинче пуçарнă проекта кăçал икĕ пин ытла лапамра йĕркеленĕ. Чăваш Ен çыннисем диктант çырма, йăлана кĕнĕ пекех, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пухăнчĕç. Хастарсене Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире те, Наци библиотекинче те йышăнчĕç. Кăçал диктанта 478 çын çырма кăмăл турĕ. Пурĕ вара çак акцие 68 çĕршывран 140 пин çын ытла хутшăннă.

Вырăсла мĕн таран тĕрĕс çырнине харпăр хăйĕншĕн тĕрĕслеме май паракан диктант валли текста ку хутĕнче вырăссен паллă писателĕ Андрей Усачев çырнинчен суйласа илнĕ. Новосибирскри университет аудиторийĕнче автор ăна хăй вуласа çыртарнă. Сăмах май, диктант вулакана суйласси çултан-çул хăйнеевĕр кампание çаврăнать. Çак ĕçе пурнăçлама министрсене, политиксене, чемпионсене, паллă телеертÿçĕсемпе журналистсене, артистсене йыхравлаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕсен тата журналистика факультетне пынисемшĕн ырă кĕтменлĕх пулчĕ: текста РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова вуларĕ.

Ĕнер «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕнче «Тотальный диктант — 2016» акцин вырăнти координаторĕсем çыру ĕçĕ Чăваш Енре еплерех иртнине пĕтĕмлетсе пресс-конференци ирттерчĕç. Тĕрĕслевçĕсем ĕçсенче йăнăш сахаллансах пынине асăрханă.

Текст малтанхи çулсенчипе пĕр шайра тесе хакларĕç экспертсем. Ĕçе «пиллĕк» паллăлăх пурнăçланисем — иккĕн. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти 50-мĕш шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Васильева. Вăл диктант çырма хăйĕн вĕренекенĕсене те ертсе пынă. Тепĕр «отличник» вара бланк çинче хăйне Ульяна Карасева тесе палăртнă. Йĕркелÿçисем вăл çыхăнăва тухасса кĕтеççĕ. Çĕнтерÿçĕсем валли акцин партнерĕ — «Антей» сервис — парне хатĕрленĕ.

Акци вырăнти партнерĕсен — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн, «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕн — ертÿçисем Андрей Александровпа Владимир Васильев малашне ырă пуçару Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене кăна мар, республикăри тĕрлĕ хула-ялта тĕпленнĕ ентешсене те пĕр тĕвве пухасса шанаççĕ.

Рубрика: