Депутатсен «космосран» çĕр çине анма тиврĕ

16 Нарăс, 2017

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнерхи черетлĕ 5-мĕш сессийĕн кун йĕркинче республика бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне тишкересси тĕпре пулчĕ те — вăл самай хивре калаçу çуратрĕ. Оппозицири фракцисен депутачĕсене ку килĕшмест, вăл тивĕçтермест — вĕсене тивĕçлĕ хурав парса Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «лăплантарма» тиврĕ. Хăшĕсене космос теми питĕ пăшăрхантарать те — тĕнче уçлăхĕнчен çĕр çине антарчĕ тейĕттĕм.

Малтанах ПК спикерĕ Валерий Филимонов сăмах илчĕ — парламент ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Тĕп ĕç, паллах, саккунсем кăларасси. Кĕрĕк арки йăваласа ларман: парламент авăн уйăхĕнче çĕнелнĕ йышпа виçĕ уйăхра 55 саккун йышăнма ĕлкĕрнĕ. Валерий Николаевич парламентарисене малашне те çапла тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Республика бюджетне кĕртмелли улшăнусене çирĕплетекен саккун проекчĕпе вице- премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. 2017 çулхи бюджет, иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннăскер, 5,8 миллиард тенкĕ чухлĕ пысăкланать. Çапла вара тупăш тĕлĕшпе унăн калăпăшĕ 41 миллиард тенке яхăн пулĕ. Тăкаксен ÿсĕмĕ тата пысăкрах — 7,2 миллиард тенкĕ, çавна май дефицитлă бюджетăн тăкакĕсене 42,3 миллиард тенке яхăнах çирĕплетрĕç.

Ÿсĕм тĕпрен илсен Мускав паракан дотацисем пысăкланнипе никĕсленет. Экономикăн чăн секторĕ валли каякан тăкаксен тÿпи пысăк — 9 миллиард тенкĕ. Ку виçе пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах. Светлана Александровна çавăн пекех çулсем тума уйăракан укçана ÿстернине çирĕплетрĕ. Социаллă ыйтусем çине те алă сулман. Çав шутра бюджетниксен шалăвне экономикăри вăтам ĕç укçин шайне çитерме, шкулсемпе садиксем, клубсем тума, çăмăллăхлă категорисене пулăшма та укçа пулĕ.

Шурă çĕртех хура пăнчăсем шыракан хăшпĕр депутата Шупашкарта планетари тума йышăнни килĕшмест. Коммунистсен представителĕ унăн строительстви валли уйăракан вун-вун миллион тенке йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ «Чăвашавтотранс» ĕçченĕсен умĕнчи парăма татма, «Промтрактора» пулăшма, Чăваш Енĕн газовиксен умĕнчи 1,6 миллиард тенкĕлĕх парăмне тÿлеме яни вырăнлăрах тесе шутлать. Эсерсен лидерĕ те унăн позицине хÿтĕлет. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура планетари тунине вăл пĕр патша майри чухăнсене «сирĕн çăкăр çук тăк пирожнăй çийĕр!» тесе сĕннипех танлаштарчĕ.

Планетари тăвассипе çыхăннă пуçару унчченхи суйлаври Патшалăх Канашĕ вăхăтĕнчех çуралнă та, паллах, парламента ун чухне ертсе пынă Юрий Попов депутат сăмах илмесĕр тÿсеймерĕ. «Пирĕн наци геройĕ пур — Андриян Николаев космонавт. Ун ячĕпе çакăн пек палăк кирлех. Чулхуласен те, Хусансен те унашкал çын çук, анчах вĕсем планетарисем тунă. Пирĕн Николаев пекки тата кам пур? Чапаев... Анчах вăл чăваш мар...» Унăн сăмахĕсем витĕм кÿчĕç пулас — планетари ыйтăвĕ тинех хупăнчĕ.

Анчах космос теми пурпĕр вĕçленмерĕ-ха. Игорь Моляков бюджет проектĕнче Валентина Терешкова юбилейĕ валли 1 миллион тенкĕ уйăрассине асăрханă та — ку, ун шучĕпе, кирлĕ мар тăкак. Ăна та Терешкова-Николаева пĕрремĕш хĕрарăм космонавт пулнине, Чăваш Еншĕн ют çын пулманнине аса илтерме тиврĕ.

«Чăвашавтотранса» бюджет шучĕпе пулăшма сĕннине кура Юрий Попов хăшпĕр предприяти мĕншĕн йывăрлăха кĕрсе ÿкни пирки те сăмах пуçарчĕ. Нумай çул каялла Елчĕк районĕнчи «Слава» колхозра ĕçленĕ май унăн ертÿçи Денисов каланине аса илтерчĕ: «Енчен те пуçлăх хуçалăх ĕçлесе илекен укçан 10% ытларах пайне хăйĕн кĕсйине чикрĕ тĕк — çавнашкал хуçалăх пĕтет». Вăл е ку предприяти ăнăçлă ĕçлесси, иккĕленмест Юрий Алексеевич, чи малтанах унăн ертÿçисенчен килет.

Светлана Енилина министр та хуçалăх субĕекчĕсене бюджетран укçа пани саккунпа килĕшсе тăманнине çирĕплетрĕ. Газ парăмĕ те — коммерци организацийĕсен тата халăхăн. Уншăн та хысна укçине тăкаклама юрамасть. Клубсем тума вара планетари строительстви нимĕн чухлĕ те чăрмантармĕ. Пĕрремĕшĕнчен, çулсем иртнĕ май планетари хăйĕн тăкакĕсене туристсенчен илекен тупăшпа хăех саплаштарма пуçламалла, тепĕр енчен, клубсем валли ахаль те укçа пур. 5 культура çурчĕ валли 45 миллион тенкĕ пăхса хăварнă — «çĕнĕ Чăваш Ен историйĕнче çакăн чухлĕ уйăрни пулман».

Хăшпĕр парламентари çапла «харсăрланнине» ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «йÿнĕ авторитет» çĕнсе илме ăнтăлнипе сăлтавларĕ. Сессире çивĕчлĕх çуратма тăнăскерсем çĕкленĕ темăсемпе уçăмлăх кÿчĕ. Чи малтанах — «Трактор завочĕсем» концерн панкрут тени тĕрĕс мар.

— Юлашки икĕ уйăхра кăна КТЗ çивĕч ыйтăвĕсене татса пама 3,7 миллиард тенкĕ уйăрнă, — терĕ Михаил Васильевич. — Концернăн Чăваш Енри предприятийĕсенчи йывăр экономика лару-тăрăвне эпир самантлăха та куçран вĕçертмен. Хăшĕсем заводăн çивĕч ыйтăвĕсемпе спекуляци тунă чухне теприсем вĕсене татса парассишĕн куллен çине тăрса ĕçленĕ. Унта пирĕн çынсем ĕçлеççĕ — 8 пин çынран кая мар. Çавăнпа та чăнлăха шута илсе калаçмалла. Мĕн, çав çынсем митинга тухчăр тетĕр-и?

Михаил Игнатьев «Трактор завочĕсен» лару-тăрăвне Владимир Путин Президент, Правительство пуçлăхĕ, вăлах Тулашэкономбанкăн сăнав фончĕн председателĕ Дмитрий Медведев çирĕп сăнаса тăнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра концерн предприятийĕсене кризисран кăлармалли принцип шайĕнчи йышăнусем тунă. 2016 çулхи раштавра банкăн сăнав канашĕ унăн ĕç-хĕлне тата парăмне реструктуризацилемелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çавна май çулталăк вĕçĕнче çынсен ĕç укçипе çыхăннă парăмĕсене татма 675 миллион тенкĕ уйăрнă. Нарăс варринче налук парăмĕсене тÿлеме 2,4 миллиард тенкĕ кредит панă. Кăрлачăн 31-мĕшĕ тĕлне концерн энергоресурссемшĕн 631 миллион тенкĕ /парăмăн çурринчен ытла пайне/ тÿленĕ. Çывăх вăхăтра предприятисен укçа çаврăнăшĕ валли тата 2 миллиард тенке яхăн илмелле. «Паян концерн производствăна çĕнĕрен хута ярасси пирки сăмах пырать. «Трактор завочĕсен» предприятийĕсен панкрутлăхĕ пирки калаçу пулма пултараймасть. Концерн патшалăх программисене те хутшăнма пултарать», — терĕ Михаил Васильевич.

«Чăвашавтотранса» илес тĕк — регион ертÿçин шучĕпе, патшалăхăн пулин те вăл коммерци предприятийĕ шутланать. Унăн финанс лару-тăрăвне сыватмалли план хатĕрлеççĕ. «Анчах провокаторсем пур — вĕсем çынсене ĕçе ан тухăр тесе хистеççĕ», — иккĕленмест вăл. Каяшсене турттарса тухмалли тарифсем пысăкланнин ыйтăвĕнчен те пăрăнса иртмерĕ: «Влаçсем тарифсен ÿсĕмне халăх çине тиеççĕ тени тĕрĕс мар. Кунта пĕтĕмпех уçăмлă. Çÿп-çапа турттарса тухнин хакĕн çав тарифсенчи тÿпи питĕ пĕчĕк — 1,5% кăна. Кĕрешÿ каяшсене турттаракансен хушшинче пырать — вĕсем ыйтăва лоббилеççĕ, йĕркесĕр схемăсем çинче лараççĕ». Полигон тунă, анчах вĕсем каяшсене унта турттарасшăн мар — укçа перекетлеççĕ. Сессире Шупашкар районĕнче пурăнакансем кăмăлсăрланни пирки те сăмах пулчĕ: такамсем хулари каяшсене е çырмана, е уя тăка-тăка хăвараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ каяш турттаракансем тĕлĕшпе йĕрке тумашкăн Нацгвардие тивĕçлĕ хушу панине аса илтерчĕ.

Бюджет саккунĕн проектне икĕ вулавпа сасăласа ырланă хыççăн депутатсем Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджетне /сăмах май, унăн калăпăшĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах/ çирĕплетрĕç, ЧР Шалти ĕçсен министерствин, Тĕрĕслевпе шутлав палатин 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчетсене итлерĕç. ЧР Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Юрий Кручинин республика ШĔМĕн çынсене ирĕксĕрлесе тытмалли вырăнĕсенче çын прависене мĕнле тивĕçтерни çинчен доклад турĕ. Шел те, изоляторсенче çитменлĕхсем пур. Çавăн пекех ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйне уйăрса лартас ыйтăва татса пачĕç. Нумай калаçтарнă çак должноçра Елена Сапаркина, хальччен ĕçлев министрĕн пĕрремĕш заместителĕ пулнăскер, ĕçлеме пуçлать.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Теги: 

Комментари хушас