Депутатсемпе курнăçнă

27 Юпа, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Патшалăх Думин депутачĕсемпе Алена Аршиновăпа тата Леонид Черкесовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Депутатсем регион ертÿçине юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Единая Россия» парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăйĕн ыйтăвĕсемпе йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Çав ыйтусене тĕплĕ тишкерĕç, татса пама тăрăшĕç.

Тĕлпулура çавăн пекех Патшалăх Думин саккун кăларас ĕçĕпе, федерацин 2017 çулхи бюджетне йĕркелессипе, «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи программине пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.