Депутат мандатĕнчен пуçласа Шупашкар шыв управĕ таран

7 Юпа, 2015

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 32-мĕш сессийĕ, эрне каялла уçăлнăскер, ĕнер малалла ĕçлерĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем нумай мар та - депутатсем вĕсене пĕр сехетрех тишкерсе пĕтерчĕç.

Çутçанталăк саккунĕ çапларах вĕт: пĕр-пĕр çĕрте хушăнать-тĕк - ăçта та пулин чакатех. Республика Пуçлăхĕн указĕпе Михаил Резникова Правительство пуçлăхĕн заместительне çирĕплетнĕ, эппин, Михаил Сергеевичăн парламентран кайма тивет. Чи малтан сесси шăпах çак ыйтăва татса пачĕ. Резников депутат полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлеме хăй ыйтса çырнă. Ыйтăва сÿтсе явнă май Игорь Моляков эсер депутатăн «пушанакан» мандачĕн шăпипе кăсăкланчĕ. Ăна Николай Малов вице-спикер меллĕн кăна хуравларĕ: «Мандатшăн ан пăшăрханăр - пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ. «Единая Россия» парти ретĕнче тивĕçлĕ кандидатурăсем пур - кам депутат пулассине çывăх вăхăтрах пĕлĕр».

Резников ыйтăвне сасăласа татса панă хыççăн ПК Председателĕ Юрий Попов ăна парламентри ĕçшĕн тав турĕ, Правительствăра та тухăçлă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.

Паллах, Резников хăй те сăмах илчĕ. «Çичĕ кун хушшинче манăн пурнăçра пысăк улшăну пулчĕ, - терĕ вăл. - Парламентран каятăп, çав вăхăтрах Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ гендиректорĕн постне хăваратăп. Заводри ĕçпе çыхăннă ертÿçĕсем палăртнă тăрăх - предприятие эпĕ çÿллĕ шайра хăваратăп. 12 çул хушшинче пĕрлешÿ туса кăларакан продукци калăпăшне 8 хут ÿстернĕ, ĕç укçине - 10 хут ытла, уйăхри вăтам шалу халь 25-28 пин тенкĕпе танлашать. Таса тупăш кăна кăçал 260 млн тенкĕ ытла пулмалла. Инноваци продукцийĕн тÿпи пысăк. Çĕнĕ проектсем хута каймалла. Заводра ĕçлекенсен йышне самай çамрăклатма пултартăмăр».

Парламентра 3 çул ĕçленине те Михаил Сергеевич пысăка хурса хакларĕ: «Сирĕнпе хутшăнса çĕннине нумай илтĕм, манăн пурнăçра çакă çитместчĕ. Тен, кунта тухăçлах ĕçлеймерĕм пуль - тĕп ĕç вырăнĕнче вăй хума тивнĕ-çке. Çапах сессисене яланах çÿренĕ, комитет ĕçне те туллин хутшăнма тăрăшнă».

Вице-премьер должноçĕнче кĕрĕк арки йăваласа ларма тивмессе ăнланать: «Унта сухаламалла та сухаламалла». Çапах 10 çул наукăра, 5 çул бизнесра, 20 çул промышленноçра тăрăшнăскере çакă хăратмасть пулас. Наука кандидачĕ пулни ĕçре пулăшасса шанать. Доктор диссертацине те хатĕрлеме пуçланă иккен, анчах халь ăна хÿтĕлемешкĕн вăхăт тупăнасси пирки иккĕленнине пытармарĕ. «Хамăн пĕлÿпе, пултарулăхпа Чăваш Ене - унăн промышленноçне, ялхуçалăхне - усă кÿмешкĕн туллин усă курма тăрăшăп. Манăн шухăшпа, республикăн Патшалăх Канашĕ - Раççейре чи лайăххи», - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне депутатпа гендиректор пуканĕсене вице-премьерăннипе улăштарнăскер.

Республика бюджечĕн проекчĕсене хатĕрлемелли уйрăмлăхсем çинчен калакан саккун проекчĕпе финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Сăмах бюджета унчченхи пек виçĕ çуллăха мар, çулталăклăха йĕркелесси пирки пулчĕ. «Таса шыв» программăпа килĕшÿллĕн Шăмăршă тата Вăрнар районĕсенче тăвакан обћектсен шăпи тĕлĕшпе ыйту пулнине кура Светлана Александровна асăннă программăна федераци шайĕнче чарса лартнине пĕлтерчĕ: «Ăна çитес çул уçрĕç-тĕк - эпир те укçа уйăрассине уçăпăр. Федераци укçине çитес çул та уйăрмасан пирĕн те хупма тивет». Проекта ырларĕç.

Физкультурăпа спорт çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусемпе спорт министрĕ Сергей Шелтуков паллаштарассине пĕлтерсен хăшпĕр депутат «йăнăш мар-ши?» тенĕн кăн-кан пăхкаласа илчĕ те - спикер вĕсене лăплантарчĕ: «Мĕн, çĕнĕ министр пулнине хăшĕсем пĕлмен те-им?» Указ тухни çинчен тунтикун каç еннелле кăна паллă пулчĕ те - пĕлмен те пуль. Улшăнусем пирки каланă май вара Шелтуков тивĕçлĕ саккуна федераци саккунĕпе çураçтармаллине палăртрĕ. Улшăнусем федераци шайĕнчи хăшпĕр полномочие, пысăк çитĕнÿсен спорчĕн представителĕсене хатĕрлессипе çыхăннăскерсене, субћектсене парасси пирки. Çавăн пекех спортсменсен массăллă разрячĕсене малашне ЧР Спортминĕ мар, вырăнсенчи хăйтытăмлăх органĕсем, спорт организацийĕсем парĕç. Проектшăн сасăланă май ăна хирĕçлекенсем пулмарĕç.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем тата çул çитменнисен общество воспитателĕсем çинчен калакан саккунсене кĕртме сĕннĕ улшăнусем те тавлаштармарĕç. ПК комитечĕн председателĕ Петр Краснов хайхи воспитательсене пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май çак ĕçе кÿлĕнекенсен тивĕçлĕ программа пулмалли çинчен каларĕ, çавăн пекех воспитатель пулма пултарайман çынсен категорийĕсене çирĕплетнĕ-мĕн.

Кун йĕркине «тăрланă» хыççăн регламентпа килĕшÿллĕн депутатсем хăйсене хумхантаракан темăсемпе сăмах илчĕç. Парламент трибунипе кашнинчех тухăçлă усă курма тăрăшакан Игорь Моляков ку хутĕнче те айккинче юлмарĕ. Вăл Резников Правительствăна килнĕ май ЖКХри çивĕч ыйтусене татса пама май килессе шаннине палăртрĕ. Сăмахран, «Коммуналлă технологисем» ОООпа çыхăннă пăтранчăк ĕç-пуç уçăмланасса. «КТ» Чапаев ячĕллĕ завод умĕнче те парăмлă та - Резников унпа çыхăннă ыйтусене татса пама чăннипех тăрăшмалла пек. Молякова çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» предприятири ĕç-пуç та интереслентерет: «Темле ăнланмалла мар завод - унта мĕн пулса иртет?»

Петр Краснов Правительствăна оппозици патшалăхăн пысăк парăмĕшĕн ÿпкелени пирки аса илтернĕ май нумаях пулмасть çав парăма реструктуризациленине хăшĕсем темшĕн курмăш тунипе кăмăлсăрланчĕ. «Сăмах бюджет кредичĕ пирки пырать - çăмăл укçа. Шăпах çак мелпе çине тăрарах усă курмалла. Хăй вăхăтĕнче Тутарстан, Мордови çавнашкал кредитсен шучĕпе вăйлă аталанчĕç. Пирĕн те Шупашкар, Чăваш автономийĕн юбилейĕсем çывхарнă май çак майпа усă курмалла, пысăк укçа илмешкĕн урăхла майсем пулмĕç», - терĕ вăл.

Сергей Семеновпа Олег Николаев «эсерсем» суйлав вĕçленнĕ хыççăн парламентарисен пурин те алла-аллăн ĕçлемеллине палăртрĕç. Кунашкал чĕнĕве сăлтавланă самант пирки те сăмах пулчĕ: Çĕнĕ Шупашкарта «Единая Россия» партин хăшпĕр представителĕ эсер-депутатсем пирки ултавçăсем теме те именмест имĕш.

Вадим Николаевран Федераци Канашĕ Раççейĕн çар вăйĕпе Сирире усă курма ирĕк пани пирки ыйтрĕç те - сенатор трибуна умне тухмашкăн хирĕç пулмарĕ. «Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Патшалăх Канашне Сергей Иванов килчĕ», - пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. Депутатсем йăнăша тÿрех асăрхарĕç: Патшалăх Канашне мар ĕнтĕ - Федераци Канашне! «Каçарăр, эпĕ хăнăхайман-ха...» - айăпне йышăнчĕ сенатор. Малалла вара çирĕппĕн, Раççей парламенчĕн çÿлти палатинчи лару-тăрăва пĕлсе-ăнланса калаçрĕ: «Çĕр çинче пирĕн çарсем çапăçмĕç, авиаципе кăна усă кураççĕ - вăл ăнăçлă ĕçлени çинчен МИХсенчен пĕлетĕр. Пирĕн çар çыннисем унта мĕн вăхăт пулĕç - хальлĕхе никам та татса калаймĕ».

Вадим Иванович хăй ФК Агропромышленноç политики тата çутçанталăк ресурсĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен комитечĕн йышĕнче-мĕн. Пÿлĕмĕ - Çĕнĕ Арбатра. Шупашкарта Правительство çуртĕнче те пÿлĕм пур - «пулăшуçă яланах унта, ыйтусем пулсан кĕрĕр, шăнкăравлăр». Сенатор ĕçĕпе паллаштарнă май вăл Конституци судне тăратмашкăн ыйту хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. Пăрачкав районĕнче пĕр хуçалăх ертÿçи хăй вăхăтĕнче поручитель пулса кредит илнĕ, унпа ĕне вити тунă. Темиçе çул иртсен пенсие кайнă, хуçалăха урăх ертÿçĕ килнĕ. Вăл вара хайхи кредитшăн тÿлеме пăрахнă иккен. Кивçен укçашăн халь унчченхи ертÿçе, поручитель пулнăскере, тустараççĕ. Сенатор иккĕленмест: апла пулмалла мар - çавăнпа ыйтăва судра уçăмлатасшăн.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту - Шупашкар шыв управĕн шайĕ. «Халĕ сената пирĕн тепĕр представитель, Николай Федоров, килчĕ, вăл Атăл шайне çĕклес тĕлĕшпе тивĕçлĕ ыйту çырса пачĕ». Республикăри оппозицири МИХсем, хăйсене пĕтĕмпех пĕлсе тăраканскерсем пек кăтартма тăрăшаканскерсем, Мускав Шупашкар шыв управĕн шайне çĕклемесĕр хальхи пекех хăварассине татса панă тесе çирĕплетме васкарĕç пулин те, Вадим Иванович каланă тăрăх, ыйту хальлĕхе хупăнман-ха. «Ыйтăва татса памалли виçĕ вариант пур. Эпир электроэнерги туса илессине мар, экологие тĕпе хуратпăр», - шыв шайне çĕклессишĕн ĕçлессине систерсе палăртрĕ сенатор.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: