Даурен - чемпион

22 Юпа, 2015

Дагестан Республикинчи Хасавюрт хулинче ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе континентсен хушшинчи VII кубок иртнĕ. Ăна XIX-XX ĕмĕрсенче палăрнă спортсменсене халалланă.

16 çĕршывран пухăннă спортсменсем сакăр виçе категорийĕнче вăй виçнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командине Даурен Куруглиев та кĕнĕ. Ăмăртăвăн юлашки кунĕнче вăл 86 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Даурен тупăшура командăри юлташне Залимхан Минкаилова парăнтарнă. Бронза медале Раççей спортсменĕ Тамерлан Ахмедов тата Азербайджан çынни Гаджимурад Магомедсаидов пайланă. Палăртса хăварар: Даурен Куруглиев пĕлтĕр çак турниртан бронза медальпе таврăннă.

Рубрика: