Çырупа паллашнă

1 Раштав, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Мускавра РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнин церемонине хутшăннă.

Михаил Васильевич çавăн пекех Раççей транспорт министрĕ йĕркеленĕ ирхи ĕçлĕ апатланăва хутшăннă. Тĕлпулура çĕршывăн транспорт тытăмĕн 2030 çулчченхи аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çав шутра патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче пурнăçлакан проектсем тĕлĕшпе патшалăх тата бизнес пĕрле ĕçлес ыйтусене пăхса тухнă.

Унтан Михаил Игнатьев РФ МЧСĕ йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри çынсен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă VIII «Паттăрлăх çăлтăрчăкĕ» фестиваль çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура наградăлама хутшăннă.

 

К.ЯКОВЛЕВ.