Çыртнă... уринчен
2 Jul, 2015 | Пулса иртни

Шупашкарти Калинин районĕн следователĕсем те 32 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна та влаçри çынна хур кăтартнăшăн айăпласшăн.

Следстви версийĕ тăрăх, июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирхине çак арçынна хулари çĕнĕ кăнтăр районĕнче, халăх йышлă çÿрекен вырăнта, ÿсĕр пулнăшăн тытса чарнă, полици уйрăмне илсе кайнă. Унта та хĕремесленнине кура арçыннăн аллине наручник тăхăнтартма тăнă. Ÿсĕре ку ăçтан килĕштĕр? Вăл хăлаçланма пуçланă, урине çĕклесе тапма хăтланнă хушăра ÿкнĕ, çакăнпа усă курса пакунлисенчен пĕрне уринчен çыртнă. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.