Çырма вырăнĕнче – тĕнче шайĕнчи теплица

1 Чÿк, 2019

Паян Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă «Новочебоксарский» теплица комплексĕн пĕрремĕш черечĕ хута кайрĕ.

Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Оксана Лут, «Россельхозбанк» АО Правленийĕн председателĕн заместителĕ Алексей Жданов хутшăнчĕç. Михаил Игнатьев пирĕн республикăра та тĕнче шайĕнчи технологипе самаях пысăк теплица тума йышăннăшăн чи малтанах Раççей ял хуçалăх министрне Дмитрий Патрушева тав турĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ 6,6 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма килĕшнĕ. Дмитрий Патрушев хушнипе республикăна унăн заместителĕ Оксана Лут килнĕ. Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче пысăк технологиллĕ производствăсем аталаннине, вĕсенче çамрăк специалистсем вăй хума хапăл пулнине, ку чухне ялпа хула хушшинче пысăк уйрăмлăхсем çуккине, шел те, ялта ĕç вырăнĕсем çителĕксĕррине палăртрĕ.

Оксана Лут федераци министерстви республикăна теплица комплексне йăлтах хута яма пулăшасса шантарчĕ. Алексей Жданов РФ Ял хуçалăх министерстви, «Россельхозбанк» АО тата регион влаçĕ пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлени ырă тĕслĕх пулса тăнине çирĕплетрĕ, иккĕмĕш черет те ăнăçлă пурнăçланатех терĕ. Теплица комплексĕн гендиректорĕ Алексей Эахватов çак вырăнта тахçан çырма пулнине, халĕ тĕнче шайĕнчи теплица çĕкленнине палăртрĕ. Çырмана тăпра тултарнă чухне тракторсем кабина таранах путнине, йывăрлăхсене çĕнтерме епле вăй çитернине аса илчĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Рубрика: 

Комментари хушас