Çырăнакансен йышне ÿстернĕшĕн - Диплом

11 Çурла, 2015

"Хыпар" Издательство çурчĕ кăларса тăракан "Çамрăксен хаçачĕн", "Хресчен сасси" хаçатăн тата "Тăван Атăл" журналăн редакцийĕсене наградăларĕç

Раççейĕн тĕп хулинче Мускавра август уйăхĕн 6-мĕшĕнче пичет ĕçченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ канашлу-семинар иртрĕ. Ун хыççăн "Аргументы и факты" Издательство çурчĕн пресс-центрĕнче çĕршыв тата регион шайĕнче тухса тăракан, 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен шутне ÿстернĕ хаçатсемпе журналсен редакцийĕсене "Çырăнтару лидерĕ" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятие РФ Патшалăх Думин Информаци политикин, информаци технологийĕсемпе çыхăнăвĕн комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Туманов, РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин пичет кăларăмĕсемпе полиграфи пайĕн пуçлăхĕ Екатерина Часовская, Пичет, кĕнеке кăларас тата полиграфи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Кудий, Хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе ĕçлекен института пулăшакан альянсăн координаци канашĕн председателĕ Вячеслав Керов, Раççей почтин çырăнтару ĕçĕ-хĕлне аталантаракан департаменчĕн ертÿçи Михаил Казаков, почта çыхăнăвĕн управленийĕсен пуçлăхĕсем, Мускаври Издательство çурчĕсен директорĕсем, тĕрлĕ регионти пичет кăларăмĕсен редакторĕсем хутшăнчĕç.

2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен йышне пысăклатнăшăн почта çыхăнăвĕн 10 управленине, çĕршыв шайĕнче тухса тăракан 10 тата регионсенчи тепĕр 10 кăларăм редакцийĕсене Дипломпа чысларĕç. Вĕсем кăна, 2014 çулхи иккĕмĕш çур çулти кампанипе танлаштарсан, хаçат-журнал тиражне ÿстерме пултарнă. Регионсенчи çырăнтару акцине ăнăçлă ирттернĕ 10 кăларăм йышĕнче виççĕшĕ - "Хыпар" Издательство çурчĕн икĕ хаçачĕпе пĕр журналĕн редакцийĕсем. "Çамрăксен хаçачĕн", "Хресчен сасси" хаçатăн тата "Тăван Атăлăн" тиражĕсем сыхланса юлнă кăна мар, ÿснĕ те. Кăсăклă тепĕр пулăм: вулакансен йышне ÿстернĕ 10 кăларăмран 5-шĕ çеç наци чĕлхипе тухса тăраççĕ, 3-шĕ кăна - обществăпа политика хаçачĕсем. Вĕсенчен иккĕшĕ вара - "Çамрăксен хаçачĕпе" "Хресчен сасси" - Чăваш Республикинче пичетленеççĕ.

Пытармастăп: "АиФ" Издательство çурчĕн хăтлă залĕнче Диплом илме виççĕмĕш хут тухсан /ăнланмалла сăлтавсене пула кашни редакциренех каяймарăмăр/ зал тăвăллăн алă çупрĕ. Çĕршыври урăх нихăш Издательство çурчĕн те ун чухлĕ кăларăмăн тиражĕ ÿсмен. Раççейри пичет кăларăмĕсен тиражĕ çак çурçул валли вăтамран 22 процент чакнă вăхăтра Чăваш Республикинчи икĕ хаçатпа пĕр журнала илсе тăракансен йышĕ ÿсни тĕлĕнмелле пулăм иккенне Вячеслав Керов та хăйĕн сăмахĕнче палăртрĕ, обществăпа политика хаçачĕсен тиражне хăпартма майсем тупнăшăн ырларĕ, пирĕнтен тĕслĕх илмеллине çирĕплетрĕ.

Чăваш хаçачĕсемпе туслăха татманшăн вулакансене чун-чĕререн тав тăватпăр. Эсир юратнă кăларăмăрсене çырăнса илсе вуламан пулсан ку наградăсем пире тивĕçместчĕç. Апла-тăк çакă эпир пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесе илнĕ дипломсем. Пурне те - пысăк тав.

Дмитрий МОИСЕЕВ,

"Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ