«Çынсене шанăç парнелетĕр…»

10 Çĕртме, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Социаллă ĕçчен кунне халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕ.

Чăваш хутлăхĕнче йывăр шăпаллă ентешсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен 40 учрежденире 6 пин ытла çын тăрăшать. Вĕсем йывăрлăха лекнисене пулăшмашкăн, шанчăк памашкăн, хăйсен чун ăшшипе ăшăтмашкăн яланах хатĕр.Тĕрĕссипе, пирĕн тăрăхра пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ вĕсен хÿтлĕхне туйса тăрать. Республика ертÿлĕхĕ те хевтесĕрсене пулăшассине мала хурать. Экономикăри лару-тăру çăмăл маррине пăхмасăр, бюджетăн социаллă тĕллевлĕхне упраса хăварма пултарнă. Çакна уйрăммăн асăнса хăварчĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май.

«Сирĕн иксĕлми пуянлăхăр — ыркăмăллăх, ют çын нушине йышăнма пултарни. Çакна аслă ăру çыннисемпе сусăрсем чунпа туяççĕ, лайăхине шанаççĕ», — терĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ социаллă ĕçченсен пысăк ушкăнне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕ.