Çÿлте çăлтăр нумаййипе пĕлĕт авăнса тăрать...

29 Раштав, 2015

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Çеçпĕл» кинотеатрта «Чăваш Ăлки - 2015» иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕпе хулинчен килнĕ шкул ачисем юрласа та ташласа, сăвă каласа савăнчĕç.

Çĕнĕ çул уявне Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикинчи ентешлĕхсем пуçарнипе Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕн артисчĕсем ирттерчĕç. Чи малтан вĕсем Раштав юмахне - Ева Лисина çырнă «Çапкаланчăк» пьесăна - кăтартрĕç. Ачасене Вячеслав Оринов режиссер лартнă чăвашла спектакль питĕ килĕшрĕ. Шăпăрлансем хăйсем те парăмра юлмарĕç: ятарласа Çĕнĕ çул валли илемлетнĕ капăр сцена çинче вĕсем: «Çÿлте çăлтăр нумаййипе пĕлĕт авăнса тăрать»- тесе юрлани нумайлăха асра юлĕ. Чăннипех те Чăваш Енри чи пултаруллă ачасене пухнă «Чăваш Ăлки - 2015». Çакăн çинчен хыпарларĕç те ачасене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата Чăваш Енри ентешлĕхсен ертÿçи Юрий Зорин.

Ева Лисинапа пĕрле Çĕнĕ çул уявне курма унăн «Çĕньял ачисем» повеçне яппунла куçарнă Масанори Гото та килнĕ. Чăвашсен йăли-йĕркинче хăйĕн тăван халăхĕн кăмăл-сипет тарăнлăхне те асăрханине пĕлтерчĕ Масанори.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

Рубрика: