Çÿллĕ торт

3 Раштав, 2015

Ăна чăваш кондитерĕсем пĕçернĕ. Вĕсем Çĕнĕ çул умĕн халăха тĕлĕнтерес тесе 1,5 метр çÿллĕш торт янтăланă.

Торта яруслă конструкципе марципанпа усă курса хатĕрленĕ. Ăшне 20 тĕрлĕ çимĕç янă. Торт 15 килограмм таять. Çапла майпа кондитерсем Шупашкар çыннисене тĕлĕнтерме, хăйсен ăсталăхне кăтартма шухăшланă. Ку кăна мар-ха. Чăваш кондитерĕсем Шупашкар 550 çул тултарас умĕн тата та пысăкрах торт пĕçерме палăртнă. Вĕсем ун чухне рекорд лартасшăн.

Рубрика: