Çылăхсăр тăлăх арăм

Вилĕм Володя Коннова утмăл çул тултарсан, пĕрремĕш пенси илнĕ хыççăн, тепĕр ир тыткăнлама пикенчĕ. Çемье пуçлăхĕ хăй те маларах арăмне: «Эх, пенсие çеç тухасчĕ…» — тесе чунне лăплантаратчĕ. «Вара мĕн… ĕçме пăрахас тетĕн-им?» — пырса тыттаратчĕ Марина стаканпа çăра чей мухмăрпа аптранă упăшкине.

Шăм-шакĕ кăшт çăмăллансан лешĕ электроаппаратура заводне тухса утатчĕ. Пенсионер ятне илмелли кун пиллĕкмĕш разрядри слесарь-юсавçă кивĕ те пушă Хисеп хăми умĕнче чарăнса чылайччен тăчĕ, унтан лавкка еннелле утрĕ. Володя килне пĕр пулăштух шурă эрех тата шăккалат туянса таврăнчĕ. «Кусем — пенсие тухнă ятпа, Лисук!» — тыттарчĕ парнесене арăмне. Мăшăрĕ, çĕвĕçре ĕçлекенскер, эрех-сăра таврашне пачах кă-мăлламасть тесен те юрать. Çитменнине, Турра ĕненекенскер çылăха кĕресрен калама çук шикленет. Кинона, театра пачах çÿремест, ун вырăнне хăйсен çуртĕнчен инçех мар вырнаçнă чиркĕве çул хывнă вăл. Килĕнче те хăй кăмăллакан телекăларăмсене çеç пăхать. Упăшкин вара ялан пĕр маршрут: кил-завод-аптека-кил. Аптека тенĕрен, унта эмел таврашĕ мар, «фанфурик» туянма кĕре-кĕре тухатчĕ Володя. Пуçлăхсем вĕсене сутассине самаях хытарнă хыççăн сиенлĕ шĕвексен хакĕсене те манчĕ арçын. Çавăнпах пĕрремĕш пенси укçинчен эрех туянчĕ. Телевизорпа «Иван Бровкин на целине» фильма пăхса черкке хыççăн черкке пушатнă май хăйне унти тĕп сăнарпа танлаштарчĕ. Малалла вулас...

 

Александр МОКИН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.