Çутă сÿннĕ те сеанс пуçланнă…

13 Юпа, 2016

Асăмрах-ха иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсем. Çав тапхăрта ялсенче телевизор алăри пÿрнесемпе шутламалăх кăначчĕ. Çынсем пушă вăхăта ирттерме клубсемпе кану çурчĕсене пухăнатчĕç. Унта хамăр тата ют çĕршывсенче кăларнă кинофильмсем кăтартатчĕç. Индире ÿкернисене пăхнă чух ларма-тăма вырăн çукчĕ. Киномеханик яла çĕнĕ фильмпа çитессе ун чухне чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Çавăнпа Красноармейски районĕнчи Супар ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Яковлева ял-йыш яланах хисепленĕ. Халĕ вăл — 81 çулти ветеран.

Çар хĕсметĕнчен таврăнсан ялтах тĕпленме тĕллев тытнă. Канашри механизаци училищине вĕренме кĕнĕ. "Унта пĕр çулталăк ăс пухрăмăр. Механизаторсене, водительсемпе комбайнерсене Казахстанри çерем çĕрсене уçма хатĕрлерĕç. Ушкăнри 28 каччăран иккĕшне кăна кунта хăварчĕç", — аса илет вăл.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Н. Яковлев вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче икĕ çул трактор-комбайн çÿретнĕ.

Пĕррехинче ăна районти киносеть директорĕ Г. Силов асăрханă. "Санăн пиччÿ Толик — киномеханик. Хăвăн та çак специальноçе алла илес кăмăл çук-и?" — сĕннĕ Григорий Тимофеевич.

Николай килĕшнĕ. Саратовра çулталăк вĕреннĕ. Хулари кинотеатрсенче практикăра пулни халĕ те асĕнчен тухмасть.

Тăван ене вăл пысăк хавхаланупа таврăннă, ĕçе вырнаçнă, ялсенче кино кăтартма тытăннă. "Трак енре хампа пĕрле вăй хунă ĕçтешсене ятран-хушаматран асăнма пултаратăп. П. Алексеев аслă киномеханик асăмран каймасть. Хам Еншик Чуллă, Вăрманкас Алманч тата Нимĕчкасси çыннисене кино кăтартнине мĕнле манас? Вун-вун кинофильм содержанине те каласа пама пултаратăп", — яш чухнехи пекех хăпартланса калаçать ветеран.

Киномеханик ĕçĕ ансат пек туйăнать, çутă сÿнтер те ятарлă хатĕре ĕçлеттер темелле. Чăннипе вара? Сеанс 1,5 сехет е кăшт ытларах тăсăлнă, пĕтĕмĕшле ĕç кунĕ – 9-10 сехете. Ара, ир-ирех тăрса вун икĕ çухрăмри район центрне çитмелле, паянхи кинолентăна кÿрсе килмелле, пахалăхне тĕ-рĕслемелле, татăлнине сыпмалла, аппаратура "сывлăхне" тĕрĕслемелле тата ытти те.

Унсăр пуçне ятарлă план та панă: уйăхра 30-35-е яхăн сеанс кăтартмалла, кассăна палăртнă чухлĕ укçа хывмалла. Куракан йышне ÿстересси унăн тивĕçĕ пулнă.

Чĕрĕк ĕмĕр ытла çак профессипе ĕçлесе Н. Яковлев Шупашкар районĕ таранах кино кăтартса çÿренĕ. Район центрне çулла — велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çитнĕ. Трак енре кино кăтартассине тĕппипех пĕтерсен Супар шкул завхозĕнче, ялти ФАПра кочегарта тăрăшнă. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн "Ĕç ветеранĕ" медале, "Кинематографи отличникĕ" паллăна, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Сăнĕ районти "Хисеп хăми" çинчен кайма пĕлмен.

Халĕ Серафимăпа Николай Яковлевсем хăйсен вăйĕпе лартнă çуртра ватлăх кунĕсене ирттереççĕ. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсен хушшинче прокурор та, педагог-воспитатель те, кулинар та, бухгалтер та пур. Мăнукĕсемпе те мухтанаççĕ Яковлевсем.

"Хальхи ăру ĕлĕкхи киноаппаратурăна курман та, пĕлмест те. Вĕсем музейсенче кăна сыхланса юлчĕç, — тет Николай Яковлевич. — Яш-кĕрĕм компьютер умне ларать те тĕнче тăрăх "çаврăнать", пульт çине пуссах "сенкер экранпа" вун-вун кинофильм пăхать. Эй, вăхăт…"

Татьяна БОРИСОВА.

Красноармейски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.