Çут тĕнчен япăх çанталăк çук

13 Кăрлач, 2016

Çапах та паянхи çил-тăман сахал мар йывăрлăх, чăрмав кăларса тăратрĕ: çулсене хÿсе кайнă, автотранспорт ирĕклĕн çÿреймест тата ытти те... "Чăваш Республикинчи мĕнпур служба кăткăс лару-тăрăва сирме хатĕр", - пĕлтерчĕ ГКЧС председателĕ Вениамин Петров васкавлă ирттернĕ брифингра.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсене çанталăк япăхланнă май пулма пултаракан кăткăс самантсене сирме малтанах хатĕрленме хушу панă. Вениамин Петров каланă тăрăх - Транспорт министерстви çулсене пăхса-сăнасах тăрать. Инçе çула тухнă водительсене ăшăнма, канма, апатланма ятарлă вырăнсем уйăрнă. ЧР Строительство министерстви авариллĕ лару-тăрура усă курмалли пурлăхпа техника базине йĕркеленĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлеме хатĕр. Вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн органĕсем вырăнсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме пултараççĕ.

"Çынсем кăмăлсăрланаççĕ: ирпе ирех çулсене тасатса ĕлкĕреймен. Паллах, пĕр сехетре вĕçлемелли ĕç мар вăл, - тет В.Петров. - Çулсене чылай чухне çĕрле тасатаççĕ. Унта вара чăрмав: тĕп урамсенче, аслă çулсен хĕррисенче çынсем авомашинăсене лартса хăвараççĕ. Вĕсем çул тасатакансене кансĕрлеççĕ".

Вениамин Петров çавăн пекех çакнашкал çанталăкра халăха хăйсен машинисене картишĕнче хăварса общество транспорчĕпе çÿреме сĕнет. "Капла шанчăклăрах та, хăрушăрах та. Çанталăк япăхланнă май çул çинче аварисен шучĕ ÿсет, - тет вăл. - Апат-çимĕç, бензин саппасĕсĕр, ăшă тумсăр, ятарлă ĕç хатĕрĕсемсĕр инçе çула ан тухăр. Çакнашкал лару-тăрура çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни, хăрушсăрлăх мерисене шута хуни - тĕп вырăнта".

В.БАГАДЕРОВА.

сăнÿкерчĕк http://forum.zarulem.ws

Рубрика: