Çурла уйaхĕнчи пахча ĕçĕсем

8 Çурла, 2014

Ытла та хăвăрт иртеççĕ çуллахи кунсем. Çурла уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку уйăх пахчари тухăçа пуçтарса илсе тепĕр çул валли хатĕрленмелли вăхăт. Пахчара темĕн чухлĕ ĕç. Килте те пухнă çимĕçе кирлĕ пек вырнаçтарма ĕлкĕрмелле. Варени-компот тумалла, маринадламалла-тăварламалла, типĕтмелле...

  • Çурла уйăхĕнче сад-пахчара улмуççине, грушăна сыпмалли вăхăт. Хурлăхан тĕмĕсене хунав ярса çĕнетмелле.
  • Уйăх пуçламăшĕнче татмасăр хăварнă хĕрлĕ, хура, шурă хурлăхансене пуçтармалла. Çырла татман тĕмсен тепĕр çул валли çĕнĕ папкасем лайăх аталанаймĕç - эппин, тухăç та сахалрах пулĕ.
  • Хăмла çырлин пуçтарса кĕртнĕ, хăрнă турачĕсене çĕр çумĕпе касмалла. Çавăн пекех имшеркке, чир-чĕрпе сиенленнĕ хунавсене те касăр, вĕсем тепĕр çул ыттисене чирлетме пултараççĕ. Килес çула хăварнă хунавсен тăррисене 30-40 см яхăн касăр. Ку вĕсене хăвăртрах пулса çитме май парĕ.
  • Çавăн пекех çурла уйăхĕнче пахчари çум курăка тасатассине те манмалла мар. Çум курăк вăрă сапсан тепĕр çул хамăрăнах ытларах тăрмашма тивĕ.
  • Çанталăк типĕ тăрсан улмуççине, грушăна, сливăна шăварма юрать. Анчах ас тăвăр, улмуççине пуçтарас умĕн ытлашши шăварсан пан улми тăкăнма пултарать.
  • Çулла пулакан пан улмине, грушăна пуçтарса кĕртмелле. Çĕнĕ тĕмсем лартас тетĕр тăк вĕсене валли халех вырăн палăртса хатĕрлеме пуçлăр. Кĕрхи çимĕçсене упрамалли вырăна хатĕрлĕр. Тасатăр, уçăлтарăр.
  • Çурла уйăхĕнче йывăç-тĕм ÿсме пăрахать. Хĕле лайăх хатĕрленмешкĕн вĕсене фосфорлă калий имлĕхĕпе апатлантарăр. Çакăн хыççăн йывăç-тĕм тавралла кăпкалатма юрамасть, шăварма та сĕнмеççĕ.
  • Енчен те йывăç-тĕм кутĕр /парша/ чирĕпе сиенленнĕ пулсан йывăçа тата ун айĕнчи тăпрана мочевинăпа пĕрĕхĕр /10 л шыва 500 г мочевина/.
  • Çак уйăхра сырлан çырли пуçтарма юрать. Хальлĕхе вăл хытăрах пулнипе лайăх татăнать. Кĕр еннелле вара татнă чухне çырласем лапчăнаççĕ.
  • Çурла уйăхĕн иккĕмĕш çурринче çĕр çырли /виктори/ куçарса лартмалли вăхăт. Ку ĕçе авăн уйăхĕн çурриччен туса пĕтермелле. Мĕншĕн тесен каярах лартнă çырла çеçки сивĕ киличчен лайăх тымарланса ĕлкĕреймĕ. Яланхи мелпе лартма юрать, 60-65 см - йĕркесем хушши, 30 см - çеçкесен хушши. Тепĕр мел - икĕ йĕрлĕ ретсем. Икĕ касă пĕр-пĕринчен 30 сантиметрта, унтан тепĕр икĕ рет хушшинче - 65 сантиметр, çырла тĕмĕсем те пĕр-пĕринчен 30 санти­метрта шахмăт хăми пек черетленсе пымалла. Кашни тĕм пуçне лайăх çĕрнĕ тислĕк, пĕр чей кашăкĕ суперфосфат, чĕптĕм кĕл илсе пăтратмалла, хатĕрленĕ шăтăксене хурса тухмалла, шыв сапмалла. Çырла çеçкине лартнă хыççăн тăпрана пусăрăнтармалла та каллех шăвармалла.

Пахча çимĕç те пиçсе çитет

Утă уйăхĕн вĕçĕнче кĕрхи ыхра кăлармалла.

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче сухан кăларса типĕтмелле. Çĕр нÿрĕк чухне туналанса вăрăна кайнă пахча çимĕçе тăпăлтармалла. Петрушкăна, сельдерее, кишĕре кирлĕ чухлĕ суйласа кăлармалла. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче дайкон, редис, кресс-салат акса пĕтермелле. Сухана ешĕлле çиме лартмалла, шпинат акмалла.

Купăста. Ир пулакан сортсене касса пуçтармалла. Рюссель купăстин тăррине касмалла - текех çÿлелле ан кармаштăр. Чечеклĕ купăстан пуçĕсене çулçине хуçса çыхса витмелле. Кĕрхи купăстана кăпкалатса апатлантармалла.

Помидор. Уйăх пуç­ла­мăшĕнче помидорăн тăррине хуçса илĕр, çурăлайман чечеклĕ хунавĕсем те кирлĕ мар - ÿссе аталанаймĕç. Çимĕçсем пиçнĕçемĕн аялти ватăлнă çулçăсене иртмелле. Çимĕçсене çĕрлехи температура 8 градусран сивĕрех пуличчен пуçтарса илмелле.

Кавăн, кабачок, хăяр.

Хăяр, кабачок пуçтарăр. Кавăнăн ÿсекен хунавне хуçмалла.

Пăрçа, фасоль. Хутаçпа пулакан фасоле пуçтармалла. Ăна консервлама е шăнтса хума юрать. Тĕшĕлле пуçтарканнине фасоль пулса çитнĕ майăн тĕшĕлемелле.

Çĕр улми. Кăлариччен 7-10 кун маларах çĕр улми çеçкине çулмалла. Çĕр улмине кăларнă хыççăн суйламалла, типĕтмелле те упрама хумалла. Пушаннă вырăна сидерат - ыраш, вика, рапс, горчица, тулă - акма юрать.

Парник, теплица, нÿхреп-сакай. Çимĕçсене пуçтарса илнĕ май теплицăри çеçке-тунана пуçтарса çунтармалла. Упрамалли вырăнсене тасатмалла, пурă, акшар хутăшĕсемпе, пăхăр /медь/ купоросĕпе пĕрĕхсе типĕтмелле. К&кĕрт /сера/ шашкисем çунтарса дезинфекцилемелле.

Енчен те иртнĕ çулта тата кăçалхи çур çулта лайăх ĕçленĕ пулсан сирĕн нÿхреп-ампар ăмсанмаллах тулать çак уйăхра. Çурла-авăн уйăхĕсенче ÿркенмесессĕн тепĕр çулхи тухăç валли никĕс лайăх пулĕ.

Владимир АЛЕКСЕЕВ,

ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.