Çурла уйăхĕнчи канашлу пĕлтерĕшне çухатман-ха...

23 Çурла, 2018

Альберт Кондратьев Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕнче 20 çул директорта ĕçлет. Çав вăхăтрах ОБЖ предметне ертсе пырать. Асăннă вĕренÿ заведенийĕнче 180 ача пĕлÿ илет. Кунта ачасемпе çамрăксем 16 ялтан çÿреççĕ. Кăçал авăнăн 1-мĕшĕнче 10 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ.

«Пĕлÿ çуртне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитертĕмĕр. «Лайăх ĕçленĕ», - тесех хавхалантарчĕç комисси членĕсем. Учительсем çителĕклĕ. Паянхи конференцие лайăх кăмăлпа килтĕм. Вăл, тĕрĕссипе пирĕншĕн уяв пекех. Ăна йĕркелени кирлех тесе шухăшлатăп. Унсăрăн пире çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă пек туйăнмасть. Август уйăхĕнчи /халăхра ăна çакăн пек ятпа пĕлеççĕ/ конференцирен эпир çĕнĕлĕхсене пĕлсе каятпăр, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртатпăр. Пĕр-пĕрне курни те, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те паха. Паян вĕрентÿ институтĕнче ирттернĕ тĕрлĕ секцин ĕçне хутшăнтăмăр. Унта та хамăра валли нумай çĕнни илтĕмĕр. Паянах республика шайĕнчи пĕрремĕш педканашлу пулĕ. Çитес кунсенче вара вăл районта, шкулта иртĕ», - шухăшне палăртрĕ ĕнер Чăваш Республикинчи вĕрентÿ ĕçченĕсен республика конференцине хутшăннă Альберт Петрович.
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче учительсен конференцине ирттересси Раççейре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн йăлана кĕнĕ. Ăна паянхи кунчченех тытса пыраççĕ. Педагогсем каланă тăрăх, вăл хăйĕн пĕлтерĕшне паянхи кунчченех çухатман. Республикăри вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу сунчĕ. Ĕçре пысăк кăтартусем пулăччăр тесен пĕрле, килĕштерсе ĕçлемеллине аса илтерчĕ вăл. Республикăра пур шкулта тенĕ пекех çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине палăртрĕ Михаил Васильевич. «Пирĕн ачасене наци культурипе йăли-йĕркин никĕсĕ çинче воспитани памалла. Тăван çĕршыва юратса ÿсчĕр вĕсем, унпа мăнаçланччăр. Республикăра пултаруллă ачасем валли ятарлă центр та уçăпăр», — терĕ регион Пуçлăхĕ.
ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх, çак кунсенче Шупашкарта 44 площадкăра секци занятийĕсем иртнĕ. Вĕсене пин ытла вĕрентекен хутшăннă, хăйсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă, малашлăх планĕсене тунă. «Республика ертÿлĕхĕ вĕрентÿ тытăмне вăйлатассишĕн нумай тăрăшать. Юлашки тапхăрта республикăра 10 çĕнĕ шкул, 47 ача сачĕ тунă, 9 техникумри пурлăх никĕсне пуянлатнă. Малашне те çак çул-йĕре тытса пырăпăр. 2025 çул тĕлне республикăра пур ача та шкулсенче пĕрремĕш сменăра вĕренĕ. 2021 çул тĕлне республикăри ялсенчи пур шкулта та хальхи йышши спорт залĕ пулĕ. Кăтартусем те савăнтараççĕ. Юлашки çулсенче республикăри 539 вĕрентекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçнĕ. Республикăри 5 пĕлÿ çурчĕ Раççейри 500 чи лайăх шкул, ялсенчи 11 вĕренÿ заведенийĕ 300 чи лайăх шкул шутне кĕнĕ», - терĕ Александр Степанович. Министр çавăн пекех чăваш чĕлхи интернетра анлă сарăлса пымаллине палăртрĕ. Çакна та каласа хăварар: Пĕлÿ кунĕнче 930 вĕрентÿ организацийĕн алăкĕ уçăлĕ. Ку çулта шкулсенче 30 спорт залне юсанă. Кăçал авăнăн 1-мĕшĕнче 15 пин ытла ача пирвайхи хут парта хушшине ларĕ. Пĕлÿ кунĕче шкулсем 137706 ачана йышăнĕç. Çапах та вĕрентÿ тытăмĕнче шухăшлаттаракан ыйтусем те пур. Калăпăр, кадр ыйтăвĕ çивĕч. Тĕп хулара кăна 140 педагог çитмест. Пĕлÿ çурчĕсенче арçын учительсен хисепĕ çулран çул сахалланса пырать. Çак тата ытти ыйтăва пĕччен татса параймастăн, çавăнпа пĕрлехи конференцисемпе канашлу ирттернин усси пурах.

Роза ВЛАСОВА

Рубрика: 

Комментари хушас