Çуркуннепе ĕç уявне турникет урлă кĕртĕç

30 Ака, 2018

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре, парксенче Çуркуннепе ĕç уявне халалланă мероприятисем иртĕç.

Тĕп хулара уяв колоннине общество организацийĕсен ĕçченĕсем, ĕç коллективĕсем, çамрăксем тăрĕç. Волонтерсем ялавсем валеçĕç. Артистсем илемлĕ ташши-юррипе савăнтарĕç. Паллах, çак тапхăрта хăрушсăрлăх тĕп вырăнта пулĕ. Çавна май çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата Çĕнтерÿ кунĕнче халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсене турникет урлă тĕрĕслесе кĕртĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас