Çурхи шыв инкек ан кÿтĕр

Çанталăк ăшăтнине кура республикăра çурхи ейĕве кĕтсе илмешкĕн хатĕрленме тытăнаççĕ. Юханшыв урлă пăр тăрăх каçасси çинчен шухăшлама та кирлĕ мар. Çиелтен пăхсан вăл çирĕп пек туйăнать, анчах çакă ултавлă. Хĕвеле тата тĕтрене пула çÿхелнĕ пăр çын йывăрăшне те чăтаймасть. Техника пирки калаçмалли те çук. Акă Сăр урлă хывнă автомашина тата çуран çын çÿремелли каçăва ?вăл Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле хулине тата Чулхула облаçĕнчи Наваты салине çыхăнтарнă% пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчех хупнă. Инженери сооруженине çак уйăх вĕçлениччен салатмалла.

Кăçалхи шыв-шура инкексĕр ирттерсе яма ял тăрăхĕсенче хатĕр пулмалла. Урăхла каласан, гидротехника сооруженисен ĕçне тĕрĕслесе тăмалла, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тата çул-йĕр хуçалăхĕсене тимлĕх уйăрмалла тата ытти те. Ку тĕлĕшпе районсенче çурхи шыв-шурпа кĕрешекен комисси ларăвĕсем иртеççĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчине ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов та хутшăннă. Паянхи кун çивĕч тăракан ыйтăва сÿтсе явнă чух шывпа тивĕçтерекен объектсене, канализацие, дренаж тытăмĕсене, шыв юхтаракан пăрăхсене, выльăх масарĕсене, наркăмăшлă химикатсен тата çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕсене тĕрĕслесе хак пама сĕннĕ.

Шыв-шур тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлине халăха пĕлтерсе тăма та манмалла мар. "Районсенче тренировкăсем йĕркелемелле. Ял тăрăхĕсен тĕп тĕллевĕ - инкекре çынсене эвакуацилесси, ытти ĕçе урăх службăсем пурнăçлĕç", - палăртнă пуçлăх.

Планпа килĕшÿллĕн комисси членĕсем Хырла юханшывĕнче йĕркеленĕ шыв хранилищине çитсе пăхнă.

Çĕмĕрле районĕнче те комисси ларăвне хутшăннисем хальччен тунă тата пурнăçламалли ĕçсем пирки тĕплĕ калаçнă.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.