Çуран утни пуриншĕн те усăллă
3 Oct, 2016 | Спорт | Спорт

 

Залив хĕррине халăхпа пĕрле пуçлăхсем те тухрĕç

Тухтăрсем кунне 4-5 çухрăм утма сĕнеççĕ. “Утнă чухне чĕре те лайăх ĕçлет, юн пусăмĕ те йĕркене кĕрет. Чĕре чирĕпе аптăракансен паркра, вăрманта, шыв хĕрринче уçăлса çÿремелле”, — теççĕ вĕсем. Çавна май çулсерен Раççейре утакансен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл Ватă çынсен кунĕпе пĕр килчĕ.

Утакансен кунне Пĕтĕм тĕнчери массăллă спорта аталантарма пулăшакан ассоциаци пуçарнипе 1991 çултанпа йĕркелеççĕ. Кашни çул юпа уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче 150 çĕршывра пурăнакан 12 миллион çын палăртнă вырăна утма тухать. Чăваш Енре çак уяв пирвайхи хут 2014 çулта иртрĕ. Ăна ун чухне РФ Президенчĕ Владимир Путин старт панăччĕ.

Кăçал та залив хĕррине Скандинави тата спорт мелĕпе утакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, спортпа туслă шкул ачисемпе студентсем, хулари предприяти-организаци ĕçченĕсем пухăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Алина Иванова, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев хутшăнчĕç.

«Спорт — çирĕп сывлăх, хаваслă кăмăл-туйăм, пĕрлештерекен вăй. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çын вăйлă та тĕреклĕ. Вăл ĕçре те тăрăшуллă, пултарулăхра та хастар. Утни пуриншĕн те усăллă, çавăнпа кашни кун çемьепе, юлташсемпе, ачасемпе уçăлса çÿремелле», — терĕ Михаил Васильевич Пĕтĕм Раççейри утакансен кунне уçнă май.

Çав кунах сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем «Врачпа уçăлса çÿрерĕç». Республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркелекен акцие социаллă сфера учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе пациентсем хутшăнчĕç. Кăçал тухтăрпа уçăлма ватă çынсемпе ветерансем те тухрĕç. Акци вăхăтĕнче медиксем çынсене тĕрлĕ канаш пачĕç, сывлăха çирĕплетмелли мелсемпе паллаштарчĕç.

  Андрей МИХАЙЛОВ.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕсем