Çураки вĕçленнĕпе пĕрех

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çавăн пекех районсенче акатуй уявĕсене йĕркелес ыйтусене тишкерчĕç. Канашсем хăйсен уявне ирттернĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Çапах Михаил Игнатьев Канашсен тĕслĕхне шута илсе уяв концерчĕсене хутшăнакан ачасене çанталăка кура тумлантармалли пирки каларĕ.
Çитес кану кунĕсенче республикăри 16 районта акатуйсем иртмелле. Ку хутĕнче уявсен тĕп теми халăхсен туслăхĕпе çыхăннине кура çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта халăхсен туслăхĕн парачĕ те пулать. Çапах ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев кирек мĕнле пулсан та акатуйра çĕр ĕçченĕ тĕп вырăнта пулмалли пирки аса илтерчĕ: çуракине ăнăçлă ирттернине уявлатпăр — акара çĕрне-кунне пăхмасăр тăрăшса ĕçленĕ çынсене чысламалла, тав тумалла.
Ака ĕçĕсем вара вăл вĕçленнĕпе пĕрех. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, тунтикун тĕлне 11 район çуракипе çыхăннă плана пурнăçланă ĕнтĕ. Кăçал вырăнсенчи влаçсенчен тĕрĕс кăтартусем кăна пухнă — «хушса çырни» пулман. Çĕр улми лаптăкне 700 гетар ÿстерме пултарнă. Пахча çимĕç лаптăкĕ вара икĕ хута яхăнах пысăкланнă. Ытти культура пирки те çавнах каламалла — ÿсĕмлĕ. Хĕвел çаврăнăш лаптăкне кăна чакарнă.

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас