Çунакан çуртран илсе тухнă
9 Feb, 2016 | Пулса иртни

Вăрнар районĕн шалти ĕçсен пайĕнче ирхине 3 сехет тĕлнелле телефон янăраса кайнă. Хĕрарăм райцентрти Путевая урамра пурăнмалли барак çунни çинчен пĕлтернĕ.

Дежурнăй пĕр тăхтамасăр унта оперативлă следстви ушкăнне - уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхне Станислав Николаева, аслă участковăя Ираида Тихоновăна, аслă следователе Сергей Атюкина тата Александр Смирнов водителе - ăсатнă.

Полицейскисем палăртнă адреспа часах çитнĕ. Нумай хваттерлĕ баракри пĕр хваттер çунать. Унтах - пĕр хĕрарăм, «ачасене çăлăр!» тесе кăшкăрать. Пĕр самант та тăхтама юрамасть, шалта - çынсем, тĕтĕмпе чыхăнса вилме пултараççĕ. Николаевпа Атюкин хваттер чÿречине ватнă та шалта кил хуçи выртнине асăрханă - тăнне çухатнă. Ăна тÿрех урама илсе тухнă. Шăв-шава илтсе хваттерти икĕ ача та вăраннă, пакунлисем вĕсене те васкавлăн эвакуациленĕ. Тихоновăпа Смирнов вара çак вăхăтра урăх хваттерсенче пурăнакан çынсене, лăпкăн çывăраканскерсене, алăксенчен шаккаса вăратнă.

Пушар машини, васкавлă медпулăшу çитиччен полицейскисем çуртри мĕнпур çынна эвакуацилеме ĕлкĕрнĕ. Вĕсем тăрăшнипе пушарта никам та сиенленмен.

Марина СЕРГЕЕВА.

Марина СЕРГЕЕВА