Çумăр хыççăнхи кăмпа пек

21 Ака, 2015

Республикăра пурăнакансем обществăлла транспортран çăмăл машина çине куçма тытăнни сисĕнет. Иртнĕ çул уйрăм çынсен автомобиль хисепĕ 12,9 процент ÿснĕ.

Чăвашстат кăтартăвĕпе пĕлтĕр çулталăк вĕçленнĕ тĕле харпăрлăхра 293600 машина пулнă. Ку 2013 çулхипе танлаштарсан 12,9 процент ытларах. Пĕр пин çынна 237 200 машина тивет. Патăрьел /327 100/, Елчĕк /315 700/, Шăмăршă /299 800/, Çĕмĕрле /292 700/, Комсомольски /274 900/ районĕсенче харпăрлăхра машина нумай. Çапла вара Чăваш Енри кашни пиллĕкмĕш çыннăн автомобиль пур.

Рубрика: