Çулталăка пĕтĕмлетрĕç

1 Раштав, 2015

Чăваш наци библиотекинче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Унта ЧНК президенчĕ Николай Угаслов та хутшăнчĕ.

Академи президенчĕ Евгений Ерагин пухăннисене кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, çапăçу хирĕнче пуç хунисене асăнса кăçал мероприяти сахал мар ирттерни çинчен пĕлтерчĕ. Ырă çак йăлана тытса пынăшăн мухтарĕ. Çав вăхăтрах Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă чăвашсене те асра тытма, вĕсен паттăрлăхĕ çинчен çынсене ытларах каласа кăтартма сĕнчĕ. «Паян кунччен те Пĕрремĕш тĕнче вăрçин паттăрĕсене пĕр юрă та халалламан», - палăртрĕ вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту - академи йышне çĕнĕ çынсене йышăнасси. Пухура вунă çын халăх академийĕн ретне тăчĕ.

Пухăвăн иккĕмĕш пайĕнче Евгений Ерагина юбилей ячĕпе саламларĕç. Шăп çак кун вăл 60 çул тултарчĕ. Халăх академикĕсем пĕрлĕх ертÿçине хăйсем хатĕрлесе кăларнă кĕнекене парнелерĕç.

И.ВАСИЛЬЕВА.

Рубрика: