Çулсем валли укçа уйăрнă

26 Кăрлач, 2017

Çулсен строительстви валли тата вĕсене юсама Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен 625 миллион тенкĕ илет. Укçа республикăна пысăк пĕлтерĕшлĕ "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" проектпа килĕшÿллĕн килĕ.

Тивĕçлĕ хушăва Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев алă пуснă. Çак документпа бюджетсен хушшинчи 30 миллиард тенкĕпе танлашакан трансфертсене пайланă, укçана 2017 çулта федераци бюджетĕнчен çĕршывăн 34 субъектне параççĕ. РФ Правительствин сайтĕнче палăртнă тăрăх — çак йышăну регионсенчи, муниципалитетсен хушшинчи тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ, пурте усă куракан автоçулсен сетьне аталантарма пулăшĕ.

Аса илтерер: "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" проекта хутшăнасси çинчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче каланăччĕ. Программăна пурнăçланă тапхăрта Чăваш Енре пĕтĕмпе 506 километр тăршшĕ автоçулсене юсĕç. Ку çулсем çинчи час-часах авари пулакан вырăнсене 85% чакарма май парĕ. Пĕтĕмпе вара республикăн Çул-йĕр фончĕ кăçал 5 миллиард ытла тенкĕпе танлашĕ, çак укçана Чăваш Енри хуласемпе ялсенче çулсем тума, вĕсене юсама ярĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас