Çула тухнăскере...

23 Утă, 2015

Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче пурăнакан 22 çулти хĕр июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирхи 6 сехетре Лапсар поселокне ĕçе тухса кайнă та текех ăна никам та курман.

Ку хыпар хăйсем патне çитсенех полици ĕçченĕсем уголовлă ĕç пуçарнă, пикене шырама тытăннă. Кăштахранах йĕрке хуралçисем хĕре вăрласа кайма пултарнă çынсен йĕрĕ çине ÿкнĕ. Вĕсем - Шупашкарта пурăнакан 32 çулти арçынпа унăн 29-ти арăмĕ. Асăнса хăвармалла: çухалнă хĕр пĕр вăхăт çак арçынпа пурăннă. Халĕ мăшăра тытса чарнă, судченех ирĕксĕр хăварнă. Следстви версийĕ тăрăх, çав кун ирхине арăмĕпе упăшки ял патне пынă та общество транспорчĕн чарăнăвĕ еннелле утакан хĕре машинăна ирĕксĕрлесе кĕртсе лартнă. Çын çÿремен вырăна çитсен арçын хĕре кăкăрĕнчен, хырăмĕнчен чикнĕ, мăйĕнчен сĕрнĕ. Нумай юн çухатнă хĕрĕн чĕри çавăнтах тапма чарăннă. Арăмĕпе упăшки вилене Красноармейски районĕнчи Шукакасси çывăхĕнчи вăрмана кайса пăрахнă. Шăпах çавăнта ăна июлĕн 19-мĕшĕнче тупнă. Мăшăра малтанах калаçса татăлса çынна вăрласа кайнăшăн тата вĕлернĕшĕн явап тыттарĕç. Ĕç-пуçа малалла тишкереççĕ.

Рубрика: