Çул çитмен хĕр - вăрă
14 May, 2015 | Пулса иртни

Çĕрпÿ следователĕсем Куславкка хулинче пурăнакан 17 çулти хĕр тĕлĕшпе çĕнĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Хальхинче ăна çынна пусмăрласа çаратма хăтланнăшăн явап тыттарасшăн.

Следстви версийĕ тăрăх, çак хĕр кăçалхи апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче Куславккари Пушкин урамĕнче пĕр хĕрарăмăн сумкине вăрласа тарма тăнă. Анчах лешĕ нумай пурлăх, пысăк укçа хунă сумкине алăран вĕçертмен. Вăрă çакна кура хĕрарăма хулĕнчен çыртнă. Апла пулин те усал шухăшне чăна çавăрайман, тарса çухалнă. Палăртмалла: ют çын килне кĕрсе вăрланăшăн хĕре 2013 çулта тата пĕлтĕр судпа айăпланă.