Комментари хушас

3 Ака, 2015

Пилĕк тутăллă çимĕç

"Китайский лимонник" ятлă ÿсен-тăран пур. Çип тăрăх хăмла пек çÿле каять. Хам курман, анчах çырли вĕтĕ, хĕрлĕ тĕслĕ теççĕ. Çип карса ÿстермесен вăл пулмасть-мĕн. Мĕнле чиртен усăллă-ши вăл? Çулçине типĕтме юрать-и тата ăна хăш вăхăтра татмалла?

Елизавета Павловна. Вăрнар районĕ, Мĕлĕш ялĕ.

Китай лимонникĕ 5 тĕслĕ тутă парать: унăн çырлин хуппи пылак, ăшĕ йÿçĕ, вăрри кăвасак, унран ?вăрăран% хатĕрленĕ сиплĕхлĕ шĕвек вăхăт иртсен тăварланать. Ăна чăнах та шпалер кармасăр е çумра çÿллĕ хÿме пулмасан ÿстерейместĕн.

Лимонник çырли çынна вăй парать, нерв тытăмне çирĕплетет, чĕрешĕн çав тери усăллă. Ăна çисен пĕверĕн клеткисем çĕнĕрен вăй илеççĕ. Çак органа лимонник хÿтĕлет, сиплет. Гормонсен виçине йĕркене кĕртме пулăшать. Унран хатĕрленĕ шĕвек арçынсен ар пултараслăхне вăйлатать, типĕтнĕ çырла гастритпа аптăракансемшĕн аван тата ытти те.

Лимонникăн çулçинчен, хуппинчен хатĕрленĕ шĕвек цинга чирĕнчен, депрессирен пулăшать. Анчах çак ÿсен-тăранпа виçесĕр, тăтăшах усă курмалла мар. Унăн çулçине август уйăхĕнче пуçтараççĕ, вĕтетсе сулхăнра типĕтеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.