Комментари хушас

18 Раштав, 2014

Эпир аслисем пек пулма тăрăшаттăмăр, халĕ ачасем пирĕнтен тĕслĕх илеççĕ

Пăлаçи Атăкри Никитинсем пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ĕлĕкренпех спортпа туслисен тăрăхĕ пулнă. Пысăк спортра палăрнă чылай ят-хушамата асăнма пулать. Иккĕш-виççĕшне кăна аса илер: тĕнче рекордсменки Александра Деверинская, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Семенов. Пăлаçи Атăк та хăйĕн маттур та пултаруллă çыннисемпе мухтанма пултарать. Спортра ят-сум çĕнсе илнĕ ăру вăл - Никитинсем.

Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар

Вĕсемпе эпĕ Пăлаçи Атăкпа юнашарти Аслă Арапуç шкулĕнче паллашрăм: Валерий Николаевич - физкультура вĕрентекен, Лев Ефимович - спорт шкулĕн филиалĕн тренер-преподавателĕ, 2006 çулччен вăл Тăрмăшри пĕлÿ çуртĕнче ĕçленĕ. Икĕ сыпăкри пиччĕшĕпе шăллĕн педагогикăри ĕç стажĕ те пĕчĕк мар - 30 çула яхăн.

Валерий Никитин пĕлтернĕ тăрăх - Аслă Арапуç шкулне 13 ялтан 240 ача çÿрет. Вĕсем валли кунта волейбол, çăмăл атлетика, йĕлтĕрçĕсен тата ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцийĕсем ĕçлеççĕ. Çамрăксем çавăн пекех футболла, хоккейла выляма кăмăллаççĕ. Условисем çителĕклех: юсаса çĕнетнĕ спортзал халĕ кашни вĕренекеншĕн чи юратнă вырăн пулса тăнă, мини-футбол вылямалли лапам хĕлле катока çаврăнать. Унта конькипе ярăнма юратакансене те час-час курма пулать, Сочири Олимп вăййисем хыççăн шорт-трек уйрăмах вăй илнĕ иккен. Пысăк ăмăртусенче футбол уйне пухăнаççĕ, унтах йĕлтĕрçĕсем старта тухаççĕ. Шкул спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар: çулсерен районта йĕркелекен спартакиадăран медальсемпе таврăнаççĕ вĕсем. Акă, кăçал 8-мĕш класс команди "Президент тупăшăвĕсем" турнирăн республикăри тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шкул ачисем кросс чупассипе те маттур пулнине палăртмалла: районти ăмăртусенче яланах малтисен ретĕнче. Вĕренсе тухнисен хушшинче те спорт çулĕ çине тăни сахал мар. Пĕр тĕслĕхпе кăна çирĕплетем. Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Ксения Смирнова ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе "Юность России" физкультурăпа спорт обществин парнисене çĕнсе илессишĕн нумаях пулмасть Челябинск хулинче иртнĕ турнирта пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Хĕрĕн пĕрремĕш çитĕнĕвĕ кăна та мар-ха ку: вăл - çĕршыв ăмăртăвĕн призерĕ.

Ÿсĕмсем, çитĕнÿсем самаях Аслă Арапуçсен. Çапах вĕрентекенсем паянхи кун ачасене спортпа туслаштарма йывăрланса пынине палăртаççĕ. "Эпир çамрăк чухне пĕр-пĕр ăмăрту пуласса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр, учителе тархасласа ун хыççăн чупаттăмăр. Халĕ ачасене тепĕр чух хамăрăн йăлăнма тивет. "Сирĕнпех ĕçлеме çăмăлччĕ", - тет пирĕн вĕрентекенĕмĕр Мевлет Хабибуллович Зейнетдинов. - Çапах та яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç йышĕнче пултарулли нумай", - пĕлтерчĕç вĕсем.

Лапта вăййи те манăçа тухман ку ялта. Бассейнра шыва кĕме юратаççĕ иккен Аслă Арапуç ачисем, анчах район центрне çÿреме инçе пулнипе эрнере пĕрре кăна çитсе килеççĕ унта.

Ку тăрăхра çулсерен вун-вун ăмăрту йĕркелесси йăлана кĕнĕ: ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн Владимир Семеновăн парнисене çĕнсе илмешкĕн яла республикăри мĕнпур кĕрешÿçĕ пухăнать. Физкультура вĕрентекенне Николай Кузьмина тата милици капитанне Юрий Ендеева асăнса - волейбол турнирĕ. Тата ытти те. Тĕнче рекордсменкин Александра Деверинскаян парнисемшĕн иртекен ăмăрту уйрăмах ят-сумлă. Унта çамрăк спортсменсен хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеме, ÿсĕмĕсен кăтартăвĕсене çĕнетме май пур. Ку ăмăртăва пĕрремĕш утăм тăвакансем те нумаййăн хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ стартра Вероника Иванова, Наталья Никитина, Александр Ермошкин малти вырăнсене йышăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнине палăртма кăмăллă.

Çамрăк чухнех чупассипе ăстаччĕ

"Пĕвĕмпе лутра пулсан та хăвăрт чупаттăмччĕ. Тытмалла вылянă чухне мана касри ачасенчен пĕри те хăваласа çитейместчĕ. 4-5-мĕш классенче вĕреннĕ чухне сывлăх енĕпе чаплах марччĕ, медсестра мана ăмăртусене хутшăнма чаратчĕ. Çапах эпĕ хам тĕллĕн чупаттăм - çакă пулăшрĕ пулас. Каярах районти турнирсенче 100-200 метра тупăшассипе, тăршшĕне сикессипе чемпион ятне тивĕçрĕм. Йĕлтĕрпе чупассипе те çĕнтерÿçĕ пултăм. Футболла, хоккейла выляма юрататтăм. Шкултан вĕренсе тухсан та хамăн пурнăçăма спортпах çыхăнтартăм: Хусанти физкультура институтне вĕренме кĕтĕм", - тет спорт мастерĕн кандидачĕ, "Урожай" спорт обществин чемпионĕ Валерий Никитин. Çавăнпах пулĕ вăл паян та çамрăксене хăй пекех ачаран спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентет.

Валерий Николаевичăн пиччĕшĕ Василий та çамрăк чухне спортсмен пулнă, халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕн тренерĕ. "Шкулта вĕреннĕ чухнех çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе ăста пулнă, спорт секцине çÿренĕ. Пĕррехинче эпир, виçĕ юлташ, районти ăмăртăва хутшăнассишĕн тупăшрăмăр. Тĕлĕнмелле те: финиша пурте пĕрле çитрĕмĕр. Вара учитель пире стадион тавра тепĕр хут чупма хушрĕ, çапла чи вăйлине суйласа илчĕ. Аслă Арапуç шкулне çÿреме пуçласан эпир республика чысне çĕршыв ăмăртăвĕсенче хÿтĕлекен хĕрсемпе Шура Деверинскаяпа, Эльза Смирновăпа тата Лиза Албутовăпа мухтанаттăмăр", - ачалăх çулĕсене аса илчĕ Василий Николаевич. СССР спорт мастерĕ хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен тата Тутарстан чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ, çĕршывра ирттернĕ чылай ăмăртуран медальпе таврăннă. Паян унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ турнирта лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Ашшĕ çулĕпе утаççĕ

Никитинсен йăхĕнче йĕлтĕрпе тата велосипедпа чупса палăрнă маттурсем те пур: Анатолий Никитин, Георгий Никитин... Вĕсене спорт тĕнчинче лайăх пĕлеççĕ. Иккĕшĕ те спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Штанга йăтакан пăхаттирсем те пулнă иккен çемьере. "Эпир, аслисем, аттесемпе вĕрентекенсем пек пулма тăрăшаттăмăр. Кĕçĕннисем пиртен тĕслĕх илеççĕ ахăртнех", - терĕ Лев Ефимович.

Унăн ачисем чăн та ашшĕн çулĕпех утаççĕ. Ывăлĕ - биатлонист, Олимп резервĕсен училищин студенчĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Геральд Салдимиров патĕнче ăсталăха туптать. Хĕрĕ Наталья 10-мĕш класра кăна вĕренет пулин те çĕршыв тата республика ăмăртăвĕсенче пĕр хутчен çеç мар палăрнă. "Мана атте вĕрентсе пырать. Малтан эпĕ çуран тата йĕлтĕрпе чупаттăм, кайран çывăх çыннăм хăвăрт утас мелсемпе паллаштарчĕ. Халĕ ытларах триатлонпа кăсăкланатăп, мĕншĕн тесен унта виçĕ ене аталантарма май пур. Бассейнра ишес тĕллевпе юлташсемпе Патăрьелне çити велосипедпа çÿретпĕр", - пирĕн калаçăва хутшăнчĕ темиçе уйăх каялла çамрăк триатлонçăсен чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Наталья. Иртнĕ çул вăл ку ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ, кăçал эстафетăра мала тухнă, уйрăм тупăшура виççĕмĕш пулнă. Хăвăрт утас тата чупас енĕпе те çитĕнÿсем сахал мар унăн. Никитинсен çамрăк ăрăвĕ малашне те аслисен спорт çулĕпе утса пысăк çĕнтерÿсемпе савăнтарасса шанас килет.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Сăнÿкерчĕксем авторăн

- Валерипе Лев Никитинсем - вĕренекенĕсемпе.

- Хĕрĕпе ашшĕ - Натальйăпа Лев Никитинсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.