Комментари хушас

13 Раштав, 2014

Чăвашра та аталаннă

Медаль тăвасси хăçан тата ăçта пуçланса кайнă? Чăваш Енре ку енĕпе ĕçлекенсем пур-и?

А.ФЕИЗОВА.

Патăрьел районĕ.

Медаль тăвас искусство - укçа /монета/ тата медаль ăсталасси. Вĕсене хатĕрлеме пăхăрпа, бронзăпа, кĕмĕлпе, ылтăнпа усă кураççĕ. Çак материалсем пиçĕ те çирĕп пулни пысăках мар япаласем калăпланă чухне уйрăмах лайăх, шухăшланине тĕп-тĕрĕс палăртма май пур. Ку искусство металл укçа тума тытăннă май пирĕн эрăччен VII-VI ĕмĕрсенче Авалхи Грецире тата Кĕçĕн Азире пуçланнă.

Чăваш Енре медальсене чи малтан Элли Юрьев ăсталама пикеннĕ. 1970 çулта вăл Чăваш АССР хисеплĕ ячĕсен кăкăр çине çакмалли паллисене маçтăрланă. Вăлах сувенир значокĕсемпе, асăну медалĕсемпе ĕçленĕ, çав шутра - "Куç микрохирургийĕ", И.Я.Яковлев, Чăваш АССРне йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалланă медальсем, К.В.Ивановăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне кăларнă асăну укçи. Л.Тихонов та хăйĕн пултарулăхне çак ĕçре тĕрĕслесе пăхнă - "Ф.Э.Дзержинский портречĕ", "ВЛКСМа - 60 çул", "Нарспи" медальсем. Çавăн пекех Н.Балтаев, П.Платонов, И.Андреев, В.Егоров, В.Николаев художниксен "хайлавĕсем" те интереслĕ. Вĕсене ку ĕçсене пурнăçлама Çеçпĕл Мишшин, Константин Ивановăн пултарулăхĕ те хавхалантарнă.

Манит пухассипе кăсăкланакан йышлă пулнине пĕлетĕп. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Новосибирск хулинче ĕçлесе пурăнакан Юрий Долгов. Унăн коллекцийĕнче - 100 ытла тĕрлĕ укçа, çак енĕпе вăл 30 çул ытла кăсăкланать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.