Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Пĕве урамне çаврăннă Уреткекасси

Пулăçăшăн, сунарçăшăн, хурт-хăмăрçăшăн кунта - чăн-чăн çăтмах.  Камшăн мĕнле те - эпĕ пĕчĕк ялсене кайсан чунпа канатăп. Унта хуçаланакан лăпкăлăхпа шăплăх тыткăнлать мана. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакан çынсен хăйне евĕрлĕхĕ хĕпĕртев кÿрет. Кăмăлĕпе те хитре вĕсем. Кашнин шăпи интереслĕ. Тĕрленчĕк кăна мар, роман та çырма пулать. Çакнашкал тĕл пулусем нумайлăха асра юлаççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Уреткекасси те халĕ те куç умĕнчех. Унта эпĕ юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенче пулнăччĕ.

Тĕрĕссипе, вăл ял мар ĕнтĕ, Çатракассин Пĕве урамĕ шутланать. 1964 çулта Уреткекассине /вырăсла Ораткакасы /Оратка/ малашлăхсăр тесе уйрăм ял пек шута хума пăрахнă, Çатракассипе пĕрлештернĕ. Сăмах май, çав çулах Патюшкасси те, Кивĕçурт та /Идельмес/ ялсенчен урамсене çаврăннă. Ăна та Çатракасси ялĕ çумне «çыпăçтарнă». Вĕсене И.С.Дубановăн «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекине те кĕртмен. Çатракасси Аксарин ял тăрăхне кĕрет. Çатракассипе Уреткекассине / тĕрĕсрех каласан - Пĕве урамне/ пысăк пĕве уйăрать. Унăн «хÿринче» пĕчĕк, тăпăл-тăпăл кĕпер пур. Вăл - Пĕве урамĕнче пурăнакансемшĕн цивилизаци еннелле хывнă çул. Çатракасси айккинче, пĕве хĕрринче шкул çурчĕ юхăнса ларать. Темиçе çул каяллах хупăннă йывăç çуртăн чÿречисем те çук ĕнтĕ. Салхуллă та тунсăхлă унăн айккипе иртме. Хăй вăхăтĕнче ача-пăча сассипе тулнă ĕнтĕ вăл! Паян вара лупассем çинчи ÿкерчĕксем кăна кунта шăпăрлансем хуçаланнине аса илтереççĕ.

Тĕрлĕ йывăç ытамĕнчи Уреткекасси /эпĕ çаплах çырăп ун пирки/ аякран сап-сарă пĕркенчĕк айĕнчи пекех курăнать. Питĕ илемлĕ! Кĕпер урлă каçнă чухне чарăнмасăр чăтаймарăм: шыв тăп-тăрă, пулăсем ушкăнпа ишсе çÿрени аванах курăнать. Тăвайккирен хăпарсанах Уреткекасси пуçланать. Çурчĕ умĕнче вутă татакан Валерий Иванов мана ăш пиллĕн кĕтсе илчĕ. Килен-каяна чăннипех хавас вĕсем. Валерий Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх пĕчĕк ялта 10 кил. Вĕсенчен 3-шĕ - пушă. 4 киле çеç газ кĕртнĕ. Эпир калаçнине кура урама Альбина Калтыновăпа Галина Скворцова та тухрĕç. «Хĕлле хамăр урамран аран тухса çÿретпĕр, çула хырмаççĕ. Çатракассине каçмалли çырмара аванах юр лартать. Ĕлĕкрех шкул ачисем сукмак хыватчĕç. Халĕ ялĕпе те /вĕсем урам мар, ĕлĕкхиллех ял теççĕ. Авт./ пĕр шăпăрлан кăна пĕлÿ çуртне çÿрет»,- хăйсене пăшăрхантаракан ыйтуран пуçларĕç вĕсем калаçăва. Хĕрарăмсем каланă тăрăх - паян кунта ытларах пенсионерсем пурăнаççĕ. Пĕр мăшăр кăна - Надежда Алексеевнăпа Валерий Алексеевич Ивановсем - куллен ĕçе çÿрет. «Уреткекассинче пирĕн лавкка та, медпункт та çук. Мĕн пур ыйтупа Çатракассине каймалла, çавăнпа чирлемелле мар тетпĕр-ха»,- хăйсем çирĕп хаваллă пулнине пытармарĕç Альбина Ананьевăпа Галина Ивановна. Вĕсем каласа панă тăрăх - çак тăрăхри ялсем ытларах тутар ячĕсенчен пулнă. Уреткекассине те Уретке /е Уритке/ ятлă çын пуçарса янă-мĕн. Е унăн ячĕ Уркке шывпа та çыхăнма пултарнă. Вăл мĕн йĕркеленнĕренпех пысăк ял пулман. Пÿрт йышĕ кунта 18-тан иртмен. 1860 çул тĕлне кунта 13 хуçалăх кăна юлнă. Ялта Емельян Тимофеевич Скворцовăн çил арманĕ пулнă. Ял пуçĕнче маларах тепĕр 6 кил пулнă иккен. Вĕсен вырăнĕнче халĕ вăй-хала çирĕплетмелли турниксемпе сирень тĕммисем кăна юлнă. Уреткекассисем пĕлтернĕ тăрăх - ку тăрăхри ялсене Çĕнĕ Шупашкартан амăш капиталне илнĕ хĕрарăмсем тăтăш çурт туянас тесе килеççĕ. Кайран вара вĕсенче шăв-шав, ĕçкĕ-çикĕ хуçаланать. Телее, кунта унашкаллисем «йăва çавăрайман-ха».

«Ялта пĕтĕмпе те 3 ĕне кăна. Вĕсене кÿршĕ ял кĕтĕвне яратпăр. Вырăнти хуçалăх тахçанах саланнă. Çĕрсене сухаламаççĕ, çавăнпа кунта выльăх усрама ирĕк. Хăш-пĕри пĕчĕк ялта пурăнма тунсăхлă тесе шухăшлать пулĕ-ха. Кичем мар, манăн кирек епле пулсан та хулара пурăнас килмест. Кунта кăштăртатма хăнăхнă та - хулара кун кунласа çĕр çĕрлеме чăтăм çитес çук. Паллах, хĕлле тухса çÿреме начартарах ĕнтĕ. Шыв ăсма çырмана, çăл куçа çÿретпĕр. Хĕлле сукмак палли пултăр тесе маяксем лартатпăр. 3 килте çăлтан шыв ăсаççĕ. Эпир те чавса пăхрăмăр - тем май килмерĕ-ха. Улах вырăн кунта. Ытлашши шăв-шав çук. Çулла та ачасем каникула хуларан питех килмеççĕ. Çимĕкре кăна урам хушши тулать»,- паллаштарать 51 çулти Валерий Иванов.

- Каçарăр, паллах, ыйтнăшăн. Анчах вăл та пурнăç йĕрки, пĕчĕк ялта çын вилсен шăтăк чавма çын епле пухатăр?- интереслентĕм эпĕ.

- Усал хыпар утпа çÿрет теççĕ. Кÿршĕ ялсенчен те 30-40 çын пухăнать. Халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăнать кунта. Хăнасене чейпе сăйламасăр нихăçан та кăларса ямастпăр. Уреткекассисен мăнаçланмалли те пур: ял варринче икĕ кедр йывăççи çитĕнет. Вĕсем пĕлтĕр пуçласа мăйăрпа савăнтарнă. Чи ватă арçын, 8 теçеткене хыçа хăварнă Николай Самарин паянхи кунчченех ял çыннисене тĕлĕнтерме пăрахмасть. Вăл халĕ те кÿршĕ яла çăкăр туянма мотоциклпа çÿрет.

Ивановсем паян çут çанталăк газĕ кĕртес ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Ĕне, пушмак пăру, сурăх усраççĕ. «Кĕтÿ ĕлĕк çырмара кăна çÿретчĕ, халĕ уйрах çитереççĕ. Тепĕр чухне пахча хыçнех килеççĕ. Пахчана тракторпа сухалаттаратпăр. Уншăн 500 тенкĕ илеççĕ. Çĕр улмине /33 соткăна/ алăпах лартатпăр. Хамăра валли те, ачасене парса ямалăх та çитет. Вутă хатĕрлеме вăрмана каятпăр. Хĕл каçма 2 прицеп вутă çитет. Паян эпир кăмпапа пуян. Халĕ вăл уйра çавапа çулмалăхах ÿсет. Ара хирте тыр-пул çитĕнтерместпĕр вĕт», - пытармарĕ Валерий Алексеевич.

Ял /хут çинче урам ĕнтĕ/ пуласлăхĕ пирки сăмах пуçарсан: «Манăн ĕмĕре çитет»,- терĕ. Хушса мĕнех калам-ши? Пурнăçа пĕлме çук, паян - апла, ыран урăхларах вăл. Кам пĕлет, тен, йĕркеллĕ çынсемех пурăнма килес тейĕç Çатракассин Пĕве урамне? Вырăнĕ, питĕ илемлĕ кунта! Сунарçăсемшĕн, пулăçсемшĕн, утарçăсемшĕн, çут çанталăка юратакансемшĕн чăн-чăн çăтмах.

Роза Власова.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.