Комментари хушас

25 Юпа, 2014

Куравра - Мордва халăхĕн пурнăçĕ

Наци музейĕн курав центрĕнче çак кунсенче «Чăваш Енри мордвасем» курав уçăлчĕ. Асăннă экспозици «Чăваш Енри наци пĕрлĕхĕсем» ярăма малалла тăсать.

Курава уçнă май Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, республикăри «Мордва культура центрĕ» общество организацийĕн Шупашкарти филиалĕн председателĕ Любовь Петрякова сăмах каларĕç. Вĕсем халăх йăли-йĕркине, культурине упранин пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕç. Курава пынисем валли музейăн этнографи секторĕн ертÿçи Светлана Недвигина экскурси ирттерчĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.