Комментари хушас

14 Юпа, 2014

Ĕç параканран мĕн кĕтетĕр?

"Ĕç паракансен рейтингĕсем" юлашки вăхăтра йăлана кĕме пуçларĕç. Пĕр енчен илсен вĕсем çынсене ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхрах тишкерме, тепĕр енчен вара обществăра çирĕпленнĕ йĕркене тата пахалăхсене ăнланса илме май параççĕ. Ун пек рейтингсене ытларах чухне тĕпчев агентствисем хатĕрлеççĕ.

Акă Universum ĕç паракансен илĕртÿлĕхĕн индексне палăртас тĕллевпе тĕрлĕ çĕр-шыври ертсе пыракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсен хушшинче ыйтăм - вĕсем диплом илсен ăçта ĕçлеме ĕмĕтленни пирки - ирттерет. Ку рейтинг çамрăк специалистсемшĕн çеç мар, предприяти-организаци ертÿçисемшĕн те кăсăклă. Асăннă компани кăçал Раççейре 14 пин студентпа кĕçех вĕренсе пĕтерекен çамрăка ыйтăма хутшăнтарнă, пирĕн çĕр-шыври талантсен рынокĕ Европăри евĕрлĕрех пулма пуçланине палăртнă. Universum специалисчĕсен шухăшĕпе - халĕ хĕрсемпе каччăсемшĕн шайлашулăхпа тăнăçлăх пĕрремĕш вырăнта. Пĕлтĕр ирттернĕ ыйтăмра студентсем карьера тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн нумай вăй хума тата йывăр хушусене тума хатĕррине пĕлтернĕ тĕк, кăçал вĕсемшĕн çак факторсем пĕлтерĕшлĕрех: туслă коллектив тата ĕçленĕ вăхăтра харпăр пурнăç валли те вăхăт юлни. Экономика тата политика кăткăс лару-тăрăвне пула çамрăксемшĕн ĕç гарантийĕн, конкуренцие çĕнтерме пултаракан окладăн тата малашлăхра пысăкрах шалу ĕçлесе илме пултарассин пĕлтерĕшĕ ÿснĕ. Чылайăшĕ хăйсене ĕçре туллин кăтартма майсем кирлине те палăртнă.

Компани тунă пĕтĕмлетÿпе килĕшÿллĕн - паянхи çамрăксем ĕç паракана суйланă чухне çак самантсене тĕпе хураççĕ:

1. Малашлăхра пысăк шалу ĕçлесе илме май пурри.

2. Професси вĕренĕвĕ тата аталанăвĕ.

3. Конкуренцие çĕнтерме пултаракан оклад.

Пирĕн республикăра вĕренекен хĕрсемпе каччăсем вара ĕç паракансенчен мĕн кĕтеççĕ-ха?

Юлия В.: Хамăн специальноçпах ĕçе вырнаçас килет. Коллектив туслă пултăр тесе ĕмĕтленетĕп. Пуçлăх çамрăксене хăйсене кăтартма шанăç патăрччĕ. Эпĕ хам нормăламан ĕç кунĕпе те ĕçлеме хирĕç мар.

Валерий Л.: Ĕçе вырнаçас тенĕ чухне чи малтан шалу виçи кăсăклантарать. Этемлĕхĕн вăйлă çуррин укçа ытларах ĕçлесе илмелле. Хама тивĕçтерекен шалуллă вырăн хамăр республикăрах тупма ĕмĕтленетĕп, пысăк хуласене кайса çÿрес килмест манăн.

Екатерина П.: Ĕçе вырнаçсанах çамрăксене çĕнĕ условисене хăнăхма йывăртарах, çавăнпа малтанхи тапхăрта вĕсен çумне вĕрентÿçĕ /наставник/ çирĕплетсен аван. Çулсем иртнĕçемĕн професси ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕ курссене кайма май пурри те пĕлтерĕшлĕ маншăн. Пурнăç таппинчен юлас мар тесен пĕлĕве анлăлатсах тăмалла.

Константин Р.: Ĕç графикне хама килĕшнĕ пек йĕркелеме май пултăр. Эпĕ хушăран килте ĕçлеме те хирĕç мар. Командировкăсене те хаваспах кайса çÿрĕп, çакăншăн хушса тÿлеччĕр çеç.

Изольда БЕЛОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.