Комментари хушас

«Хресчен сасси» хаçатăн 70-мĕш номерĕнче «Çапăçатпăр тумлам юн юхиччен» статья пичетленсе тухнăччĕ. Унта Патăрьелĕнчи «Çăкăр» историпе этнографи музейĕнче упранакан фронтран янă çырусемпе паллаштарнăччĕ. Икĕ салтакăн шăпине пĕлменрен тăванĕсенчен, ачи-пăчинчен пулăшу ыйтнăччĕ.

Çак кăларăм ман алла та лекрĕ. Кÿршĕ-аршăпа йĕре-йĕре вуларăмăр атте çырăвне. Ман пек тăлăх çитĕннисем татах та пур пирĕн урамра. Эпĕ çырăва музее хăçан панине те манса кайнă. Шкул ачисем, çамрăксем ăна вуласа çĕр-шыва юратма вĕренччĕр тенĕччĕ.

Халĕ атте – Григорий Максимович Артемьев – çинчен каласа парам. Вăл 1914 çулта раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. 1938 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ. Пĕр вăхăт ачасене истори вĕрентнĕ. Каярахпа финсемпе пуçланнă кампанине хутшăннă. Унтан сывах таврăннă яла. 1940 çулта авланнă. Анне, Олимпиада Николаевна, 1920 çулта Алманчăрах çуралнă. Ăна Липа тесе чĕннĕ. Аттешĕн вăл яланах Липочка пулнă. 1941 çулта вĕсен хĕр çуралнă, Фаина ят панă. Çак ятпа 74 çул çÿретĕп эпĕ. Кукаçине раскулачить тусан тĕрмене лартнă. Ăна выçăпа вилесрен Фаина пекарь хăтарнă. Эпĕ çуралсан унăн ятне мана панă. Маншăн питĕ сумлă вăл.

Вăрçă пуçлансан тыла çирĕплетме аттене çара илесрен хăтарнă (броня панă). Анчах унпа килĕшмен вăл, хăй ирĕкĕпе çĕртме уйăхĕнчех фронта тухса кайнă. Эпĕ ун чухне ултă уйăхра çеç пулнăран аттене астумастăп. Малтанах ăна Талгар хулине илсе кайнă. Вăл Казахстанра Ала-Тау тăвĕ хушшинче вырнаçнă. 1942 çулта Рязаньти артиллери училищине пĕтернĕ хыççăн атте кĕçĕн лейтенант ятне илнĕ. Çак çулах авăн уйăхĕнче ăна взвод командирĕн тивĕçне шанса панă.

Атте вăрçăран таврăнаймарĕ. Çырура çырнă пек «пирĕн урамра ярмăрккă» пулаймарĕ. Халĕ те ăна асăнман кун çук. Вăл ырă-сывă таврăннă пулсан пирĕн пурнăç та урăхларах килсе тухатчĕ. Ăна, аманнăскере, çар госпитальне илсе çитереймен. Вăл çул çинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Документ тăрăх – 1942 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ. Малтанах ăна Сталинград облаçĕнчи Пичуга ялĕн масарне пытарнă, кайран – тăванла вил тăприне. Унта 343 çын выртать. Сăмах май, Пичуга пĕчĕк ял, Атăл хĕрринче вырнаçнă.

Эпĕ хальхи вăхăтра хĕрĕм патĕнче Кÿкеçре пурăнатăп. Хĕре те Липа ят патăм, анне ятне.

Шел те, анне 1974 çулта вилчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухаймарĕ. Манăн пурнăç çăмăлах килмерĕ. Ĕмĕрĕпех медицина ĕçченĕнче тăрăшрăм. Ĕç стажĕ – 44 çул.

Халĕ час-часах «вăрçă ачисем» тесе калаçаççĕ. Ман шутпа, вăрçă ачисем – фронтран таврăнайман салтаксен ачисем. Ашшĕсем вăрçăран таврăннă ачасем нуша курсах кайман. Халĕ те лайăх пурăнаççĕ вĕсем. Мĕншĕн тесен ашшĕсене патшалăх тÿлевсĕр хваттерсемпе тивĕçтерет, çăмăл машинăсем парать. Унсăр пуçне пенси укçи те çителĕклĕ. Манăн вара уйрăм пÿлĕм те çук. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнатпăр. Çур çул ялта атте-анне килĕнче кун кунлатăп, хĕл каçма Кÿкеçе килетĕп. Кăрлач уйăхĕнче 74 çул тултаратăп.

Аттене астумастăп пулсан та çав тери юрататăп ăна, унпа мухтанатăп.

Фаина АРТЕМЬЕВА,

Патăрьел районĕ.

Фаина АРТЕМЬЕВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.