Комментари хушас

27 Çурла, 2021

Линейкăсем уçă сывлăшра иртĕç

«Пĕлӳ кунĕнче республикăри шкулсенче линейкăсем уçă сывлăшра иртĕç. Çумăр çăвас пулсан — шкул çуртĕнче. Анчах унта ашшĕ-амăшне кĕртмĕç», - пĕлтерчĕ паян ятарласа йĕркеленĕ оперативлă штабăн ларăвĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, республикăра лару-тăру çăмăл мар, чирлекенсен те, вилекенсен йышĕ те пысăк. Çав вăхăтрах, усал çак чирпе нушалакансен йышĕнче çамрăксемпе ачасем нумайланнă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пандеми пуçланнăранпа 31299 çын чирленĕ. Талăкра усал çак чир 80 çынна ернĕ. Иртнĕ талăкра 10 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çапла вара вилнисен шучĕ 1957 çынна çитнĕ. Юлашки талăкра 72 пациент больницăран сывалса тухнă. Республикăра сывалса çитнисен хисепĕ 28443 çынна çитнĕ. 3000 ытла çын реабилитаци тухнă.

Ларура пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирлекен йышлă пулнăран сиплев учрежденийĕсенче пушă койка вырăн та çукрах. Юлашки эрнере çамрăксемпе ачасен хушшинче коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен йышĕ нумайланнă. Ку çеç-и? Инди штамĕ сарăлма тытăннă. Республикăра ăна 29 çыннăнне шута илнĕ. Вакцинаци тăвас ĕç малалла пырать. Ку енĕпе Красноармейски /63,3 процент/, Канаш /59,9 процент/, Патăрьел /57,7 процент/ малта. Вăрмар районĕнче, шел те, чи пĕчĕк кăтарту: 38 процент. Сăмах май, Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви тепĕр вакцинăна — «ЭпиВакКорона —Н» регистрациленĕ. Асăннă препарата «Вектор» центр кăларнă. Аса илтеретпĕр: Раççейре паян виçĕ препаратпа — «Спутник — V», «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак» — прививка тăваççĕ. «Спутник Лайт» препаратпа ревакцинаци тăваççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: