Комментари хушас

13 Çурла, 2021

Хăнара – Мари Эл журналисчĕсем

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче хăнара кÿршĕлле Мари Республикинчен килнĕ делегаци пулчĕ. Хаçат-журнал тата радио-телевидени ĕçченĕсем Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç, хăйсемпе паллаштарчĕç.

Пĕр-пĕрин хаçат-журналне пахаланă май сăмахсенчи пĕр пеклĕхсене асăрхани икĕ халăх çыннисене тата çывăхарах пулма май пачĕ. Çав вăхăтрах паянхи çивĕч темăсене те хускатрĕç: тиражсем, кулленхи темăсем, халăхпа массăллă информации хатĕрĕсен хушшинчи çыхăну. Пĕр-пĕринчен тĕслĕх илмеллине те палăртрĕç ĕçтешсем. Тĕл пулу кĕçех уява çаврăнчĕ, мĕншĕн тесен хăнасемпе пĕрле Арсений Яйцов купăсçă та килнĕ. Вăл пуçтарăннисене чăваш, вырăс, мари кĕввисене каласа ташлаттарчĕ, хаваслă кăмăл парнелерĕ.

Мари журналисчĕсен делегацийĕ «Хыпар» ĕçченĕсене те экскурсие пырса курма йыхравларĕ.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: