Комментари хушас

5 Çурла, 2021

Районта сыр тӑваҫҫӗ

ЧР Пyçлăxĕ Олег Николаев паянхи ĕçлĕ çул çÿревне Йĕпреç районĕнче йĕркелерĕ.

Пучинке ялĕнчи стадионта кăçaл тунă баскетбол-минифутбол лапамне пахаларĕ. Ку ӗҫп 5 миллион ытла тенкĕ явăçтарнă. Пучинкере 1957 çулта хута янă клуб вырăнне тума сĕнекен çĕнĕ 150 вырăнлăх клуб проекчĕпе паллашрĕ. Эйпеç ял тăрăхне çитсе Эйпеç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çуртне епле юсанипе кăcăкланчĕ. Классeне кĕрсе пăxca çÿренĕ чухне стенана шпаклёвка туманнине асăрхарĕ. "Ăна тумаллах, - терĕ. - Ку ĕçe юсав проектне те кĕртмелле пулнă. Стенасем яка та илемлĕ пулмалла". Олег Николаев Пучинке ял тăрăxĕнче вырнаçнă Aтăлçи тирпейлекен предприятире те пулчĕ, cыр туса кăлармалли цеха тата биологин тасату сооруженине ĕçe кĕртнĕ май ирттернĕ caвăнăçлă пухăва хутшăнчĕ, ĕç коллективне тепĕр производствăна хута янă май саламларĕ. Цехсене кĕрсе cыр тумалли çĕнĕ технологипе паллашрĕ.

www.hypar.ru