Комментари хушас

14 Утă, 2021

Прививка чиртен хÿтĕлет...

Наци музейĕн ларусен залĕнче вакцинаци ыйтăвĕпе çавра сĕтел иртрĕ.

Ăна Общество палати йĕркелерĕ. Унта сывлăх министрĕ Владимир Степанов, Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Чăваш митрополичĕ Савватий, медучреждени ертÿçисем тата ыттисем хутшăнчĕç. Министр пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра прививка тутаракансен шучĕ ÿснĕ. Çавна май вакцинăсен тепĕр партине кÿрсе килнĕ. Ирина Булыгина тухтăр каланă тăрăх, социаллă сетьсенче вакцинаци пирки фейксем нумайланнă. Вăл çав суя хыпарсене ĕненмелле маррине каларĕ. Медиксем вакцинацин уйрăмлăхĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Пурте прививка чиртен хÿтĕленине палăртрĕç.

www.hypar.ru