Комментари хушас

1 Утă, 2021

Ăнăçлă çемьене палăртĕç

Утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Шупашкарта «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурс финалĕ иртĕ.

Ăна пĕрремĕш хутчен 2021 çулта йĕркеленĕ, унтанпа çулленех ирттерме тытăннă. Пĕтĕмпе финала Атăлçи тăрăхĕнчи мĕн пур регионтан 14 çемье хутшăнĕ. Вĕсем — çул çитмен икĕ е ытларах ачана воспитани паракансем.

Конкурс финалĕнче Чăваш Ен чысне Шупашкарта пурăнакан Львовсен çемйи хӳтĕлĕ. Вĕсем муниципалитет тата регион шайĕсенче мала тухнă. Сăмах май, Александрпа Татьяна Львовсем 25 çул пĕрле пурăнаççĕ, 9 ача ӳстереççĕ, вĕсенчен 6-шĕ — опекăна илнисем.

www.hypar.ru

Рубрика: