Комментари хушас

13 Çĕртме, 2021

Александр Савельев-Саспа сыв пуллашаççĕ

Хурлӑхлӑ хыпар. Александр Савельев-Сас ҫыравҫӑн ӗмӗрӗ татӑлнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна юлашки ҫула ӑсатӗҫ.

Александр Савельев-Сас Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче 1932 çулхи авăнăн 26-мĕшĕнче çуралнă.

Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шурă Атăл» литпĕрлешӳ ертӳçи пулнă, Авăркас райадминистрацийĕн Г.Ибрагимов ячĕллĕ, «Çилçунат» журналăн М.Трубина ячĕллĕ тата Пелепей хулипе район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ пулнӑ. Ăна Пушкăрт АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе те наградăланă.

www.hypar.ru